Апрель вӗçӗччен легализацилленсе ӗлкерейменнисене пӗр çул – чăматан, вокзал
Мартăн 17-мӗшӗнче РФ Президенчӗн Атăлçи округӗнчи полномочиллӗ представителӗн çумӗ Игорь Паньшин видеоконференци урлă миграци ыйтăвӗсемпе çыхăннă Раççей ШӖМӗн канашлăвне хутшăннă.
Канашлура нелегалсемпе кӗрешесси, ют çӗршывсенче пурăнакан хамăр граждансене Раççее хăйсен ирӗкӗпе таврăнма пулăшассипе патшалăх программин пурнăçланăвӗ тата пирӗн çӗршыв хаклăхӗсене йышăнакансене гуманитари пулăшăвӗ парасси çинчен калаçнă.
Игорь Паньшин сăмахӗсемпе федерацин Атăлçи округӗнче миграци сферинчи йӗркене пăснине сăнасах тăмалла, мӗншӗн тесен округ Тӗп тата Çурçӗр-Хӗвеланăç федераллă округсем хыççăн мигрантсен шучӗпе виççӗмӗш вырăн йышăнать.
Кăçал февральтен пуçласа Раççейре тӗрӗслевре тăракан çынсен реестрӗ ӗçе кӗнӗ. Унта 685 пин ют çӗршыв гражданӗ кӗрет. Апрелӗн 30-мӗшӗччен çак реестрти çынсем Раççейре легализациленмелле, малалла законна пăхăнмасăр пурăнма май пулмасть.
Ют çӗршыв çыннисене Атăлçири чылай регионра тӗрлӗ сферăра – пассажирсене турттарассипе çыхăннă ӗçрен пуçласа уйрăм суту-илӳ таранах ӗçлеме чарнă. Чарусем Марий Элта, Тутарстанра, Чăваш Енре, Пермь крайӗнче, Чулхула, Оренпур, Самар, Саратов тата Ульяновск облаçӗсенче пур.
Мартăн 25-мӗшӗнче Хусанта РФ Президенчӗн Атăлçи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров ертсе пынипе округри регионсен ертӳçисем хутшăннипе Канаш ларăвӗ иртет. Унта миграци сферинчи актуаллă ыйтусене тӗплӗнрех пăхса тухаççӗ.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев