Апрелӗн 1-мӗшӗнчен пӗрремӗш класа йышăнас кампани пуçланать
Кăçал та пӗрремӗш класа йышăнасси яланхи пекех икӗ тапхӑрпа иртет. Апрелĕн 1-мӗшӗнче пĕрремĕш тапхăр – шкул çумне çирӗплетнӗ территорире пурӑнакан ачасене 1-мӗш класа çырӑнтарасси – пуçланать. Çавӑн пекех çак тапхӑрта черетсӗр, чи малтан вӗренме йышӑнма ирӗк пуррисем те заявленисем параççӗ. Шкула йышӑннӑ чухне çӑмӑллӑхсен пуррисен тулли списокне Раççей Çутӗç министерствин сайтӗнче вуласа пĕлме пулать.
Заявление Патшалӑх услугисен порталӗ урлӑ, «Раççей Почти» урлă, вӗренӳ организацине кайса пама пулать. Палӑртса хăвармалла, шкулсен электронлӑ почтине янӑ заявленисене йышӑнмаççӗ.
Ачана пропискăпа çирĕплетнĕ шкула, унӑн пиччӗшӗ е аппӑшӗ вӗреннӗ çӗре çырӑнтарма июнӗн 30-мӗшӗччен юрать. Ытти шкула çырăнтарас пулсан, заявленисене йышăнасси июлӗн 6-мӗшӗнчен пуçланса сентябрӗн 5-мӗшӗнче вӗçленӗ.
Сентябрь 1-мӗшӗ тӗлне ачан ӳсӗмӗ ултӑ çулта та ултӑ уйӑхран кая мар, саккӑртан аслӑрах мар пулмалла. Урӑх çулсенчи ачасене шкула илме вӗренӳ управленийӗн педагог-психологсем, логопедсем тата ытти специалистсем кӗрекен ятарлӑ комиссийӗ тунӑ пӗтӗмлетӳ кирлӗ.
Патшалăх услугисен порталĕнче ашшӗ-амӑшӗн заявление маларах тултарса хума юрать, черновик харпӑр кабинетра сыхланса юлĕ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев