«Арба-Фест» фестивале 500 ытла экипаж регистрациленнӗ
Çӗнӗ хыпарсем

«Арба-Фест» фестивале 500 ытла экипаж регистрациленнӗ

Июнӗн 11-мӗшӗнчен пуçласа 14-мӗшӗччен Павлă хулинче пиллӗкмӗш хут автотуристсен «Арба-Фест» фестивалӗ иртет. Çак пулăм Тутарстан Республикин пурнăçӗнче пысăк вырăн йышăнать, автотуризма аталантарма пулăшать. Кун пирки ТР Туризмпа патшалăх комитечӗн пресс-служби пӗлтерет.

Кашни çул фестивале тӗрлӗ халăх культурипе йăли-йӗркине халаллаççӗ. Сăмахран, 2022 тата 2023 çулсенче «Арба-Фест» тутарсен Сабантуй уявӗн кунӗсенче иртнӗ – хăнасем валли лаша ăмăртăвӗ, «куряш» кӗрешӳ, ял хуçалăх техникин куравӗ, бард юррин концерчӗ йӗркеленӗ. 2024 çулта фестиваль шайӗнче автотуристсен удмуртсен «Гершыд», 2025 çулта чăвашсен «Уявӗпе» паллашнă. Кăçал, юбилей çулӗнче, «Арба-Фест» вырăс халăх йăли-йӗркине, ремеслисене тата апат-çимӗçне халалланă.

Паянхи куна фестивале хутшăнма Раççейӗн тӗрлӗ регионӗнчен тата СНГ çӗршывӗсенчен 500 ытла экипаж регистраци иртнӗ – хăнасене Санкт-Петербургран, Тюменьрен, Мускавран, Пушкăртстанран тата ытти хуларан кӗтеççӗ. Уява ушкăнпа çӳрекенсем кăна мар, çăмăл автомобильсемпе çӳрекенсем те хутшăнма пултараççӗ: фестиваль территорийӗнче палаткăсем лартма ятарлă вырăнсем пăхса хăварнă.

Павлă хули темиçе куна пысăк ярмăрккă хулине çаврăнӗ, унта вăхăта хаваслă ирттерме интереслӗ вырăнсем пулӗç. Пур хăна валли те тӗрлӗ мастер-классем, халăх артисчӗсен концерчӗсем, каçсерен кăвайт умӗнче вăйă картисемпе юрăсем ирттерӗç. Çавăн пекех йăлана кӗнӗ кучченеçсене тутанса пăхма, чан çапма, Петрушка театрне курма, Ик юханшывӗ тăрăх ишме, хула тăрăх уçăлса çӳреме, сывлăш шарӗпе вӗçме май пулӗ. Ачасем валли уйрăм кану программи хатӗрленӗ.

Фестивале тӳлевсӗр хутшăнма пулать, кун валли çак ссылкăпа  регистраци çеç иртмелле. 

Сăнӳкерчӗк leto.tatar сайтран.


Госкомитет по туризму РТ Арба-фест автотуризм

Нет комментариев