Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Архангельскра Арктика илемӗпе паллаштаракан курав уçăлнă

Архангельскри А. А. Борисов ячӗллӗ Арктикăна ӳнер тӗлӗшпе алла илессин музейӗнче «Вырăс Арктики» искусствăсен мастерскойӗ» курав уçăлчӗ.

Курава уçнă çӗре Раççейри Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗн (РЧФНКА) председателӗ, Раççей Геройӗ, хисеплӗ полярник Николай Гаврилов, РЧФНКА ӗç тăвакан директорӗ, «Первая горно-машиностроительная компания» тулли мар яваплăхлă обществăн генеральнăй директорӗ, «Вырăс Арктики» искусствăсен мастерскойӗ" проекта никӗслекенӗ, хисеплӗ горняк Игорь Семенов, ЧР Художниксен союзӗн председателӗн çумӗ, Санкт-Петербургри ЧНКА Канашӗн пайташӗ Иван Александров та хутшăнчӗç. 


Николай Федорович хăй сăмахӗнче полюссен илемӗ çынсене яланах хăй патне туртнине палăртрӗ. Игорь Юрьевич чăвашăн пултаруллă çыннисене Арктика экспедицине яма сӗнсен вăл ку шухăша ырларӗ. Экспедици вăраха тăсăлмӗ, анчах та полюссен илемӗ ӳнерçӗсен чун-чӗринче нумайлăха асра юлӗ. Хăйсен пултарулăхӗнче тахçанччен çак илеме ӳкерсе çынсене парнелӗç вӗсем. 


«Михаил Сомов» наукăпа тӗпчев карапӗ çинче иртнӗ экспедицие йӗркеленӗшӗн, укçан пулăшнăшăн Игорь Семенова Император Православи Палестина обществин Хисеп хучӗпе чысланă. 


Иван Александров ӳнерçӗ те хăй шухăшне пӗлтерчӗ: «Карап çине лексен, экспедицин пурнăçӗпе паллашсан кунта çынсем чăннипех чунне парса ӗçленине, вӗсем патриот пулнине куратăн. Çурçӗре чунтан юратакан çынсен кăмăлне уçса парас килет хамăр ӗçсенче. Эпир Çурçӗр çине вӗсен куçӗпе пăхма хăтланатпăр». 


Курава 50 ытла картина тăратнă. Кунта акварельпе усă курса тунă ӗçсене те курма пулать, графикăна та, автор техникипе çырнисене те, фотопичете те... Ӗçсенчен пӗр пайне экспедици вăхăтӗнчех тунă, çапах та унта ӳнерçӗсем ытларах этюдсем ӳкернӗ, картинăсене вара килте вӗçленӗ. Вӗсем те Борисовчченхи ӳнерçӗсен умне тухса тăнă йывăрлăхсемпех тӗл пулнă: сивӗ, ледокол çинче вăйлă силлет, условисем çук, мӗншӗн тесен экспедици хăйӗн маларах палăртнă планӗпе ӗçлет. 


Архангельскри курав мартăн 10-мӗшӗччен ӗçлет. Унта полярниксем тӗлпулусем, лекцисем, мастер-классем ирттерме палăртнă. Унтан курав Раççейӗн ытти хулисене куçӗ.


Валериан ГАВРИЛОВ.


Автор сăнӳкерчӗкӗcем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев