Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Асамçă

Хӗл Мучи çырăвне урокра вуласа пачӗç. Вăл пур ача валли те кӗтнӗ парне илсе килесшӗн.

Халь ӗнтӗ ун патне хурав çыратăп. Мӗнле парне кӗтетӗп-ха эп?  Ман веçех пур. Çулла аттепе анне пасарта сысна çурисене сутрӗç. Çав укçапа мана валли сумкка тулли япала илсе килчӗç. «Ксюша шкула кайма хатӗр, тепӗр пасарта Игорь валли туянăпăр», – пӗлтерчӗç пире. Çулла йӗлтӗрпе ярăнмаççӗ, çавăнпа илмен-ши е укçи çитмен-ши? Мана йӗлтӗр кирлӗ. Физкультура урокӗнче йӗлтӗрпе ярăнма вӗрентеççӗ. Йӗлтӗрӗ пӗрре кăна, черетпе вӗренетпӗр. Хӗл Мучине йӗлтӗр кӗтетӗп тесен? Мӗнле йăтса килӗ-ши? Хутаçне вырнаçӗ-ши? Аннепе канашласа пăхмалла. 

– Анне, Хӗл Мучи чăн та темле парне те пама пултарать-и? Йӗлтӗр те илсе килме пултарать-и?

– Паллах, пултарать! – савăнăçлăн кăшкăрса ячӗ пичче. – Çыр! Çыр! Часрах çыр! Атя, йӗлтӗр ятне хам çырса парам! Мӗнле маттур эсӗ, Ксюша! Мӗнле ăслă тата!  – Игорь ман йӗри-тавра чупкалать кăна вӗт. Савăнăçне ниçта хума пӗлмесӗр е алă çупать, е тăрăс-тăрăс сиккелесе илет.

 – Чимӗр-ха, чимӗр! Кашни ача çав тӗр хаклă япала ыйтсан, укçа ăçтан туптăр-ха вăл? Тен, урăх япала ыйтăн? Вăрăм çӳçлӗ пукане, мӗнле пек? –  тет анне пиччене пӳлсе.

Шухăша путрăм. Чăн та, класра эпир улттăн вӗренетпӗр. Йӗлтӗр пурне те кирлӗ…

– Ксюша, итле-ха, Хӗл Мучи сан валли эсӗ кӗтекен парне илсе килесшӗн. Сана йӗлтӗр кирлӗ. Ун укçине ан шутла. Вăл кашни юр пӗрчине ахаха е мерчене çавăрма пултарать. Вăл – асамçă! Çыр. «Фишер» ятлă йӗлтӗр кирлӗ те, – пӗр чарăнми хистет мана пичче. 

– Хӗл Мучи йăтса килейӗ-ши?

– Йăтса килмест вăл, почтăпа ярса парать!

Тепӗр кун пирӗн çырусене Ирина Николаевна вуласа тухрӗ. Йăнăшсене тӳрлетрӗмӗр те конверт ăшне чикрӗмӗр.

Кӗтнӗ кун çитрӗ. Хӗл Мучи парни пурне те савăнтарчӗ! Халь пирӗн класс валли икӗ мăшăр йӗлтӗр! Пичче мӗншӗн савăннине те пӗлетӗп. Хӗл Мучи парне çине: «Михайловым. Ксении и Игорю», – тесе çырнă. Ăçтан пӗлнӗ вара вăл ман пичче пуррине? Чăн та асамçă! Тунтикунпа юнкун йӗлтӗре пичче физкультура урокне илсе каять. Ытларикунпа кӗçнерникун – эпӗ.

Тепӗр Çӗнӗ çул çитрӗ. Хӗл Мучи кашни ача валли йӗлтӗр илсе килнӗ, мана валли – вăрăм çӳçлӗ пукане.

Ирина БОЛЬШАКОВА.
Ю.Капитонов ӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев