«Асанне тĕпелĕче» сывлăшĕ те тутлă
Пăва районӗнчи Ольга Михайловна Бахтинован Киштек ялӗнчи вăтам шкулта чăваш чӗлхипе литературине тулли кăмăлпа вӗрентет.
Чӗлхене лайăхрах туйма пулăшас шутпа 5 – 9 класс вӗренекенӗсемпе шкулта «Асанне тӗпелӗ» уçнă. Чăваш хресченӗн килӗнчи сывлăш, калăн, çакăнта. Тирпейлӗн вырнаçтарса хунă сентресем, сӗтел-пукан хушшинче. Кил-çурт хăтлăхӗ-и, пӳрт-çуртри ӗç-хӗле тумалли хатӗрӗсем-и – йăлт пур. Вӗрентекен çакăн пек кӗтес йӗркелес шухăш пуррине каласа парсан ачасем хапăлласах пулăшма тытăннă – кам мăн асламăш-кукамăшӗнчен юлнă авалхи япаласем илсе килнӗ, теприсем пит тахçанхи пулмасан та чылайранпа усă курма пăрахнă Совет Союзӗ вăхăтӗнчисене кӳрсе килнӗ.
Ялта çуралса ӳснӗ чăваш ачисем вырăсланни Ольга Михайловнăна яланах салхуллатнă: «Садикренех вырăсла калаçса килеççӗ-çке», – тет вăл хаш сывласа.
Апла пулин те шанчăкне çухатса аллине лаш усмасть. Класс тулашӗнче вуламалли интереслӗ чăваш кӗнекисем тупать, «Сувар» пуçаракан конкурссене хутшăнма хавхалантарать ачасене. Чăваш вăййисене выляттарни те тăван чӗлхепе пуплессине çăмăллатать. Е тата уяв пулмассерен концерт номерӗсем хатӗрленме пулăшать ачасене. «Асанне тӗпелӗ» те вӗренекенсене чăваш чӗлхине, йăли-йӗркине, тумӗ-юмне упрама вӗрентет.
Хавхалануллă, хăйӗн ӗçне, тăван сăмахне юратакан педагога çӗнӗ вӗренӳ çулӗнче ăнăçу сунатпăр. Малашне те «Суварпа» туслă пулма чӗнетпӗр.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев