Асăну çурти
2026 çулхи январӗн 14-мӗшӗнчен пуçласа 28-мӗшӗччен Раççейре çулсерен тӗнчипе иртекен «Холокостра вилнисене асӑнмалли эрне» витӗмӗпе асӑну тата çутӗç мероприятийӗсен ярӑмӗ иртет. Кӑçал Беларусь та хутшăнать ку акцие
Январӗн 27-мӗшӗ – уйрӑм кун. Çак кун 1945 çулта Хӗрлӗ Çар Польшăри Краков хулинчен 60 километрта ларакан Освенцимри нацистсен Аушвиц-Биркенау вилӗм лагерӗн тӗрминче ларакансене ирӗке кӑларнӑ. Çак кун миллионшар айăпсăр вилнӗ çынна асӑнса «Астӑвӑм çурти» акци иртет.
Пӗтӗм Раççейри мемориал акцине пурте хутшăнма пултараççӗ:
– январӗн 27-мӗшӗнче вырӑнти вӑхӑтпа 19:45 сехетре килте çурта çутса Холокостра айăпсăр вилнисене асӑнса пӗр самант шӑп лармалла, Çунакан çуртан сăнӳкерчӗкне #Неделяпамяти хэштегпа социаллă сетьсене лартмалла.
– акци сайтне (rjc.ru) кӗрсе виртуаллӑ çурта çутма пулать. Хутшӑнакансен йышӗ сайтра чӑн вӑхӑтра курӑнса тӑрать.
– Telegram тата WhatsApp мессенджерсенче статусра е историре çурта-эмодзи лартмалла.
Ку акци ячӗшӗн йӗркеленӗ мероприяти мар, концлагерьсенче вилнисене асӑнса пусмӑрпа курайманлӑха хирӗç пулнине кăтартакан пулăм.
Раççей Халӑхӗсен пӗрлӗхӗн çулталӑкӗ тесе палӑртнӑ 2026 çулта акци пуриншӗн пӗр астăвăм тата пӗрлӗх кирлине кăтартать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев