Асăрхануллă пулăр, çул çинче ачасем!
Çӗнӗ хыпарсем

Асăрхануллă пулăр, çул çинче ачасем!

Майӑн 22-мӗшӗнчен пуçласа июнӗн 5-мӗшӗччен Тутарстанра «Внимание — дети!» профилактика акцийĕ иртет.

Ача сачӗсемпе шкулсенче çул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗпе çыхӑннӑ калаçусем, занятисем тата викторинӑсем ирттерӗç. Мероприятисене çамрӑк инспекторсем, вĕрентекенсем, ашшӗ-амӑшӗсем тата доброволец отрячӗсем хутшӑнӗç.

ГИБДД ӗçченӗсем ачасене лартса çӳрекенсем, самокатпа, велосипедпа çӳрекенсем тата çуран çӳрекенсем хăрушсăрлăх правилисене пăхăннине тӗрӗслӗç. Шкулсемпе ача сачӗсем çумĕнчи çул-йĕрсене пăхса тухĕç.

ТР ШӖМӗн патшалăх автоинспекцийӗ çул çинче тимлӗрех пулма сӗнет, уйрăмах çуллахи вăхăтра.


пдд

Нет комментариев