Асăрхануллă пулăр! Ултавçăсене кодсене ан пӗлтерӗр!
Раççей шалти ӗçсен министерстви «Госуслуги» порталпа усă курнă чухне харпăр даннăйсене мӗнле хӳтӗлемелли çинчен пӗлтернӗ.
Кун пек чухне тӗп сӗнӳ – харпăр кабинета ют çынсене кӗртмелле мар, уйрăмах вӗсем ведомствă ӗçченӗ пек шăнкăравласан. Ултавçăсене портала кӗме май паракан кодсене пӗлтермелле мар, çавăн пекех логинпа пароле çын хатӗрӗсем çинче упрамалла мар. Телефон номерне улăштарсан харпăр кабинетри даннăйсене çӗнетмелле. Унсăр пуçне портала кӗнӗ чухне VPNпа усă курсан хăрушлăх ӳсет.
Тепӗр сӗнӳ – палламан номерсенчен килнӗ сообщенисемпе шăнкăравсем çине ан хуравлăр, 0919 номерсӗр пуçне, унтан килекенсем патшалăх пулăшăвӗн пахалăхне хаклама ыйтаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев