Асăрхануллă пуллăр!
Тутарстанра пушарта вилекенсен шучӗ 80 процента ӳснӗ. Астӑвӑр: пушар хӑйпе-хӑй тухмасть. Унӑн сӑлтавӗ – çынсен сӳрӗклӗхӗ тата вутпа асӑрханмасӑр усӑ курни. Хӗрӗнкӗ чух этем мӗн тунине тӗплӗн ӑнлансах çитереймест, çавӑнпа ытти çын пурнӑçӗшӗн те яваплӑ пулма пултараймасть.
Ноябрӗн 10-мӗшӗнче çӗрле Чистай районӗнчи Ишельел ялӗнчи пӗр çуртра пушар тухнине пӗлтерет tatarstan24.tv сайт. МЧС ӗçченӗсем çитнӗ тӗле вут çурта лаппăшпех, 144 тăваткал метр, сарăлнă. Пушара сӳнтерсен çурт ишӗлчӗкӗ айӗнче 67 çулти кил хуçин тата хӗрарăмăн виллине тупнă. Иккӗмӗшӗ кам пулнине хальхи вăхăтра тӗпчеççӗ. Пушар сӳнтермен пируса пула тухма пултарнă текен верси пур.
Çав кунах ирхине Пăва районӗнчи Пӳркел ялӗнче те çак сăлтавпах пысăк инкек пулнă. Мăшăрӗпе хирӗçнӗ хыççăн пушă пӳрте кӗрсе выртнă 35-ри арçын çунса вилнӗ кунта. Ӳсӗрскер, пирус тӗпне сӳнтермен.
Раççей МЧСӗн Тутарстан Республикинчи Тӗп управленийӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев