Хӗллехи каникул умӗн шкулта хăрушсăрлăх урокӗ иртнине пӗлтерет шкул сайчӗ. Елена Ахмукова специалист ачасене пăрлак çулсем çинче, интернетра мӗнле асăрханмаллине вӗрентнӗ. Çул çитменнисем каçхине мӗншӗн урамра аслисемпе кăна çӳремеллине те аса илтернӗ.
Ачасем «Лиза Алерт» шыравпа çăлав отрячӗн ыйту-хурав мелӗпе йӗркеленӗ интерактивлă тӗрӗслевне те иртнӗ. Квиза ОБЖ учителӗ Валерий Юманов ертсе пынă.
Çапла майпа ачасем халӗ вӗрманта е хулара çухалсан мӗн тумаллине, палламан çынсемпе хăйсене мӗнле тыткаламаллине, кам патне пулăшу ыйтса чупмаллине аван пӗлеççӗ. (Сăнӳкерчӗк Аксу шкулӗн сайтӗнчен).
Нет комментариев