Аслă Ăнăри Культура çурчӗ çумӗнчи «Çамрăк эколог» клуба çӳрекенсем чӗрчунсемпе вӗçен кайăксене пулăшас, хӳтӗлес тӗлӗшпе хастар ӗçлеççӗ.
Клубăн ӗçне Елена Савелькина йӗркелесе пырать.
Апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа майăн 31-мӗшӗччен иртекен санитарипе экологи икӗ уйăхлăхӗ вăхăтӗнче ачасем «Эковесна» конкурса хутшăнма шутларӗç. Ашшӗ-амăшӗсемпе пӗрле ал айӗнчи хатӗрсенченех шăнкăрч йăвисем ăсталарӗç, вӗсене ялти парка кайса çакрӗç.
Елена Савелькина.
Теччӗ районӗ,
Аслă Ăнă.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Нет комментариев