Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аслă Пăлхар вăтам ӗмӗре йыхравлать

Июлӗн 15-23-мӗшӗсенче Пăлхар хулинче «Возрождение: эпос в современном прочтении» фестиваль иртет. Кун пек анлă мероприяти хальччен пулман-ха кунта. Тутарстансемпе хăнасене, туристсене тӗнчери халăхсен эпосӗсем тăрăх лартнă спектакльсем, концерт программи, фолк-фьюжн шоу-концерчӗ, этно-дизайнерсен мода кăтартăвӗ, театр пултарулăхӗн лаборатори-лагерӗсем, «Ага базар» этнокультура, «Стиль жизни-Культурный код» этномаркет фестивалӗсем тата ытти мероприяти эрне тăршшӗпех вăтам ӗмӗрсен атмосферипе пурăнма хистӗç.

Фестивале Раççей, СНГ тата Ази çӗршывӗсен халăх промыслисен, декораципе прикладной искусствин организацийӗсем, ремесленникӗсем, модельерӗсемпе дизайнерӗсем хутшăнаççӗ. Урăхла каласан, тӗрлӗ наципе çӗршывсен творчество çыннисене пӗрле пухса Раççей халăхӗн культурипе паллаштараççӗ

Авалхи Пăлхар çӗрӗнче масштаблă çакăн пек мероприятие ТР Канашçин, «Возрождение» фонд ертӳçин Минтимер Шаймиевăн пуçарăвӗпе ирттереççӗ. Шăпах Минтимер Шарипович ку вырăна халăх çӳремесен капмар мечӗтсемпе керменсем туса лартнин усси сахаллине каланă та. Несӗлсен çӗрне пурнăç вӗрсе кӗртес шухăш «Возрождение» фонд ТР Культура министерствипе пӗрле пӗлтӗр кунти Хура палата умӗнче лартнă «Кара Булат» опера-легендăна халăх çав тери ырласа йышăннă хыççăн çуралнă. «Возрождение: эпос в современном прочтении» фестивалӗн проекчӗ 2023 çулта РФ Президенчӗн культура пуçарăвӗсен фончӗн грантне çӗнсе илни ăна пурнăçа кӗртме пулăшать.

Пӗр эрнене тăсăлакан фестивальте курмалли чăнах та нумай, чăн малтан Карели, Саха (Якути) республикисен, Киргизипе Болгари çӗршывӗсен театрӗсен халăх эпосӗсемпе лартнă пилӗк спектакльне асăнмалла.

Тепӗр чаплă мероприяте те палăртмасăр май çук. Вăл –«Стиль жизни – культурный код» фестиваль шайӗнчи III Этно-fashion. Урăхла каласан, халăх тумӗн модине кăтартни. Сăмах май, Хусан аудиторийӗшӗн вăл çӗнӗлӗх мар, икӗ çул Хусан Кремлӗн территорийӗнче иртрӗ. Кăçал вара Пăлхара куçарнă. Унта хутшăнма кăмăл тунă дизайнерсемпе модельерсен шучӗ çуллен ӳссе кăна пырать. Кăçал 7 çӗршывăн дизайнерӗсемпе модельерӗсем июлӗн 21, 22-мӗшӗсенче тата 23-мӗшӗнче хăйсен коллекцийӗсене кăтартӗç. Чăваш Енри 100 çул тултаракан «Паха тӗрӗ» фабрикăн дизайнерӗсем те икӗ коллекципе (туй тата хальхи стилизованнăй тумсен) килеççӗ.

Пӗр эрнене тăсăлакан фестивалӗн вăрттăнлăхӗсене йăлтах уçса памăпăр, кайса курмалла. Ăна июлӗн 15-мӗшӗнче интереслӗ прологпа уçса 23-мӗшӗнче çутă инсталляцийӗсемпе капăрлатса Хура палатăн стенисен умӗнче «Кара булат» оперăпа хупӗç. Йӗркелӳçӗсем фестиваль усăллă та интереслӗ пуласса, унта 50 пин çын пулса курасса шантараççӗ. (Сăнӳкерчӗк ТР Культура министерствин сайтӗнчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество