Аслă шкулсенче çӗнӗ наци системипе вӗренесси çине 2025 çулхи сентябрьте куçаççӗ
Раççейри аслă шкулсенче çӗнӗ наци системипе вӗренесси çине 2025 çулхи сентябрьте куçаççӗ. Çакăн пирки РФ наука тата аслă пӗлӳ министрӗн çумӗ Дмитрий Афанасьев пӗлтернӗ.
«Хальлӗхе Раççей аслă пӗлӗвӗн наци модельне хăçан пурнăçлама пуçлассин вăхăтне кăна палăртма май пур-ха – ку вăл 2025 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗ. Палăртнă вăхăт тӗлне çӗнӗ макета хута янисӗр пуçне вӗрентӗвӗн çӗнӗ стандарчӗсене те йышăнмалла», – тенӗ министр çумӗ Патшалăх Думин Наукăпа аслă пӗлӳ комитечӗн ларăвӗнче.
Аслă пӗлӳ виçӗ шайлă пулмалли пирки калакан Указ çине Раççей Президенчӗ Владимир Путин майăн 12-мӗшӗнче алă пуснă. Унпа килӗшӳллӗн аслă пӗлӳ илесси тӗп, специализациленӗ шайсенчен тата аспирантурăран тăрӗ.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев