Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Аслă шкулсене бюджетлӑ вырӑнсене вӗренме кӗрес текенсенчен заявлени йышăнасси июлӗн 25-мӗшӗнче вӗçленет

Раҫҫей вузӗсенчи бакалавриат тата специалитет программисемпе бюджетлӑ вырӑнсене вӗренме кӗрес текенсенчен заявленисене йышӑнасси июлӗн 25-мӗшӗнче вӗҫленет. Ҫакӑн пирки РФ Наука тата аслӑ пӗлӳ министерстви пӗлтернӗ.

Абитуриентсен конкурс списокӗсене университетсем хӑйсен сайчӗсенче тата Госуслуги порталӗнче июлӗн 27-мӗшӗнче кăларӗҫ.

Çăмăллăхсемпе усă куракансем, олимпиадӑсенче ҫӗнтернисемпе призерсем, ҫавӑн пекех тӗллевлӗ майпа вӗренме кӗрекенсем хăйсем вӗренме кӗрессине пӗлтерекен документа (согласие) августăн 1-мӗшӗччен пама пултараççӗ. Конкурсăн тӗп тапхăрне хутшӑнакан абитуриентсем вара августăн 5-мӗшӗччен вăхăт пур. Вӗренме илни ҫинчен калакан приказсене августăн 3 тата 7-мӗшӗсенче пичетлесе кӑларӗҫ.

Ку датӑсем хушшинчи тапхӑрта «шӑплӑх кунӗсем» пулаҫҫӗ – вӗренме кӗрекенсем ҫӗнӗ заявленисем параймаҫҫӗ, маларах янӑ документсене те каялла илеймеҫҫӗ.

Магистратурӑри бюджетлӑ вырӑнсене вӗренме кӗрес текенсенчен документсене йышӑнассине кашни аслă шкул хӑй уйрӑммӑн палӑртать, çапах та вӑл августăн 20-мӗшӗнчен каярах юлма пултараймасть.

Тӳлевлӗ майпа вӗренмешкӗн документа сентябрӗн 20-мӗшӗччен пама пулать – суйласа илнӗ вӗрентӳ программинчен килмест.

Абитуриентсем йышӑну комиссийӗсене каймасӑрах, хут çине заявлени çырмасăрах  документсене пама пултараҫҫӗ. Сервис Госуслуги порталӗнче пур, вӑл «Экономика данных» наци проекчӗпе пурнӑҫланать. Ҫирӗплетнӗ учет записӗ кӑна кирлӗ.

Документсене онлайн мелпе Раҫҫейӗн пин ытла аслă шкулне пама пулать. Портал вӗренӳ, льготӑсем тата ҫитӗнӳсем ҫинчен калакан документсене хӑйех пуçтарать. Абитуриентӑн направленипе вӗренӳ формине кӑна суйламалла – пулас студент пилӗк вуза, кашнинче пилӗк направленирен ытла мар, заявлени пама пултарать.

Хӑйӗн вырӑнне конкурс списокӗсенче сӑнаса тăма пулать. Вӗренме илни ҫинчен пӗлтерӳ портала килет.

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование