Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аслисене сума суса, пурнăçа мухтаса

Мамадыш районӗнчи Большая Шия ялӗнче шăматкун мари халăх уявӗ «Семык» иртнӗ


Мамадыш районӗнчи Большая Шия ялӗнче шăматкун мари халăх уявӗ «Семык» иртнӗ


Уява Марий Эл, Пушкăртстан, Удмурт Республики тата Свердловск облаçӗнчен делегацисем хутшăннă. 
Çавăн пекех Çимӗке республикăн 12 хулипе районӗсенчен 20 мари фольклор коллективӗ пынă. ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ 
Юрий Камалтынов уява килнисене республика ертӳçисен ятӗнчен саламланă. Çимӗк кăна мар, регионта пурăнакан халăхсен уявӗсем — Гырон быдтон, Каравон, Сабантуй, Уяв — анлăн иртнине асăрханă вăл. «Мӗншӗн тесен эпир пӗр пысăк çемье, çакăнта пирӗн çитӗнӳсен тупсăмӗ», — тенӗ Ю.Камалтынов.
Мамадыш муниципаллă районӗн Ӗçтăвком ертӳçин ӗçӗсене туса пыракан Вадим Никитин Тутарстанра пурăнакан халăхсен уявӗсене ирттересси йăлана кӗнине, кашнинчех вӗсене кăмăлтан тăрăшса хатӗрленсе йӗркелени çинче чарăнса тăчӗ. 
Кăçал Мамадыш районӗнче икӗ халăх уявӗ иртет. Пӗрремӗшӗ — Семык — иртрӗ ӗнтӗ, малта тата тепӗр уяв — кӗрешӗнсен культурин «Питрау» уявӗ.
ТР Мари наципе культура автономийӗн председателӗ Наталья Кукушкина Çимӗке пурнăç уявӗ, аслă ăрурисене хисеп тунин уявӗ тесе шутлать. «Мари халăх культурин никӗсӗ — ваттисене сума сунинче», — тет вăл. 
ТР культура министрӗн пӗрремӗш çумӗ Юлия Адгамова уявра халăх апат-çимӗçне астивнӗ, йăли-йӗркипе те паллашнă, çаплах мастер-класс та илнӗ. Уяв лаптăкӗнче кăтартакан йăласем, юрă-ташă аслисенчен çамрăксене куçнине ырласа калаçнă Юлия Ильдаровна.
«Ăстаçăсен хулинче» милӗк çыхма, мари халăх тӗррине тӗрлеме хăнăхтарнă. Çавăн пекех мари халăх ӗçме-çимине хатӗрлеме, çăм арлама, йывăçпа ӗçлеме вӗрентнӗ.
2025 çулта Çимӗке Кукмор районӗнче ирттерме йышăннă. Кун çинчен уяв лапамӗнче РФ Патшалăх Думин депутачӗ Анатолий Иванов пӗлтернӗ. 

Сăнӳкерчӗксем 
«Нократ» хаçатран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: традиции