Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

А.С.Пушкин фестивалӗ

Хусанта çиччӗмӗш хут иртекен А.С.Пушкин çуралнă кун июнӗн 6-мӗшӗнче Вырăс чӗлхин кунне паллă тăваççӗ.

Хусанта çиччӗмӗш хут иртекен А.С.Пушкин çуралнă кун июнӗн 6-мӗшӗнче Вырăс чӗлхин кунне паллă тăваççӗ. Кăçал Хусанта улттăмӗш хут А.С.Пушкин ячӗллӗ фестивале йӗркелекенсем Тăван çӗршыва аталантарассишӗн тăрăшнă историри паллă çынсемпе çывăхрах паллаштарать, вӗсен ӗçӗ-хӗлне тӗслӗхе илсе тăван çӗршывшăн вăй хума хавхалантараççӗ.

Александр Пушкин çинчен сăмах тапратсан Габдулла Тукая асăнмасăр иртеймӗн, уйрăмах кăçал, тутарсен паян кунхи çырулăхне никӗслекенӗн 140 çулхи юбилейне паллă тунă çул. Габдулла Тукай вырăссен аслă поэчӗнчен нумай вӗреннӗ, кăна исателӗн хайлавӗсене юратса вулакансем те, унăн творчествине тӗпчекен ăсчахсем те тахçанах асăрханă.  

Çавăн пекех Раççей империйӗн историкӗ Николай Карамзин та фестиваль программинче самай пысăк вырăн йышăнать. Александр Сергеевич ăна: «Пирӗн пӗрремӗш историк, юлашки летописец»,– тесе хакланă. Н.Карамзин поэтшăн ăс-хакăл наставникӗ пулнă. 2026 çулта вăл çуралнăранпа 260 çул.

 Яланхи пекех А.С.Пушкин ячӗллӗ фестиваль Хусан варринче иртет., яланхи пекех ăна А.С.Пушкин центрӗ йӗркелет. Июнӗн 1-мӗшӗнчен 6-мӗшӗччен пыраççӗ мероприятисем. Юнкунран шăматкунччен тӗп программа Хура кӳлӗ çывăхӗнчи паркра иртет. Аслисемшӗн те, ачасемшӗн те интереслӗ пулӗ вăл: вырăс фольклор юррисем, йăла-йӗрке таврашӗ,салонсенчи музыка, ташăсем, вăйăсем, ярмаркка – никама та айккинче тунсăхлама памӗç йӗркелӳçӗсем.

Сăнӳкерчӗксем mibcult.tatarstan.ru. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Фестиваль