Асран тухман йӗркесем çӗнӗ сăвă çуратрӗç
Ырă кун пултăр, тăвансем, «Сувар» хаçатра ӗçлекенсем! Аксу районӗнчи Федоровский посёлокӗнче пурăнакан Елена Мулееван çырăвӗ («Сувар» хаçатăн кăçалхи 13№) мана питӗ тарăн шухăша ячӗ, çамрăк чухнехи çулсене аса илтерчӗ. Ун пекех концертсене, смотрсене хутшăнни, кӳршӗ чăваш ялӗсем тăрăх спектакльсемпе çӳрени тепӗр хут куç умне тухса тăчӗ. Елена Мулеева пекех эпӗ те «Ялав», «Тăван Атăл» журналсене юратса вулаттăм.
Манăн та пӗр сăввăн йӗркисем асра юлнă. «Тăван Атăл» журналта 1975 – 1980 çулсенче пичетленнӗ пуль тесе шутлатăп. Сăвă çапларах йӗркесенчен пуçланатчӗ:
Шăпланчӗ каç, хăпарчӗ уйăх,
Тинкерчӗ вăрттăн кантăкран.
...
Савниçӗм, эс çумра çукран!
Нумай çул иртнӗ хыççăн шутлама пуçларăм: çак сăвва эпӗ малалла мӗнлерех çырса тăснă пулăттăм-ши? Шутларăм-шутларăм та, ара, çумра арçыннăм пур: «Мăшăрăм, эс çумра пуртан!» – тесе çырсан кăмăллăрах пулмасть-ши терӗм.
Мăшăрăм, эс çумра пуртан!
Шăпланчӗ каç, хăпарчӗ уйăх,
Тинкерчӗ вăрттăн кантăкран.
Ăш канчӗ, канлӗ манăн ыйăх –
Мăшăрăм, эс çумра пуртан!
Çăлтăр тӳпере вăй вылярӗ,
Каçӗ тӳлек те лăпкăран.
Шăпчăк сасси садран каймарӗ –
Мăшăрăм, эс çумра пуртан!
Улма йывăç хавас пуç тайрӗ –
Улми йăтайми пулнăран.
Ăш канчӗ, куçăм хупăнмарӗ –
Мăшăрăм, эс çумра пуртан!
Çутăлчӗ тул, хӗвел йăл кулчӗ,
Юрларӗ кайăкӗ чунтан.
Сана савса кăмăлăм тулчӗ,
Мăшăрăм, эс çумра пуртан!
Тепӗр сăввăмпа та паллаштарас килет вулакансене.
Ах, сад пахчи, сад пахчийӗм!
Ах, сад пахчи, сад пахчийӗм!
Ӳсет улма йывăççи.
Хăмла çырли йăранӗпе,
Йăран-йăран çӗр çырли.
Ах, сад пахчи, сад пахчийӗм!
Ытарайми чечексем:
Хӗрлӗ, кăвак, сарă, шурă –
Илӗртеç мана вӗсем.
Ах, сад пахчи, сад пахчийӗм!
Пусаратăн хуйхăма.
Кунӗн-çӗрӗн эс сиплетӗн
Аманчăк çунатăма.
Ах, сад пахчи, сад пахчийӗм!
Ман санпа кăмăл тулли!
Эсӗ вăй мана хушатăн,
Маншăн хаклă эс пурри!
Наталья ИЛЬМЕНДЕЕВА.
Çарăмсан.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев