Ашшĕ-амăшĕсен комитечĕ çĕршыв шайне тухать
Çӗнӗ хыпарсем

Ашшĕ-амăшĕсен комитечĕ çĕршыв шайне тухать

Раççей Президенчӗ Владимир Путин Пӗтӗм Раççейри ашшӗ-амăшӗсен комитетне туса хурас идейăна ырланă. Çакăн пирки вăл Мускаври ВДНХра иртекен «Раççей» курав-форумра çемье конкурсӗсенче çӗнтернисемпе тӗл пулсан пӗлтернӗ.

Ку пуçарупа вара чи малтан кӗçӗн классене вӗрентекен Ульяна Каретникова тухса калаçнă. Вăл ашшӗ-амăшӗсен комитечӗсем ӗçре пысăк тӗрев пани, шкулпа çемье килӗштерсе ӗçлени ачасене воспитани парассинче питӗ пулăшни пирки пӗлтернӗ.

Владимир Владимирович çӗршыв шайӗнче ку комитет мӗн тума пултарассипе интересленнӗ.

«Вăл хуть мӗнле пуçарăва та федераллă шайра татса пама пулăшӗ», — хуравланă вӗрентекен. «Эп хирӗç мар», — тенӗ Президент, кун пирки Çутӗç министерствине хушу пама шантарнă. 


 


родительский комитет

Нет комментариев