Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ăста ташăç вĕренÿре те ĕлкĕрет

Тутарстан Халăхсен ассамблейипе Хусан муниципаллă йӗркеленӳ пӗрле ирттернӗ «Пурнăç йывăççи» этнофестиваль пирки «Сувар» çырнăччӗ. Халӗ сире çак фестивале хутшăннă икӗ пултаруллă çамрăкпа паллаштаратпăр.

Максим Ирбулдинпа Софья Ишкеева Кукмор районӗнчи  Починок Кучук ялӗнчи Культура çурчӗ çумӗнче ӗçлекен «Кна вел» (ертӳçи А.Я.Ирбулдина) мари халăх фольклор ансамблӗнче пултарулăхне аталантараççӗ.

Софья Починок Кучук ялӗнченех, Максим юнашарти Княгор ялӗнчен. Вӗсем пӗр класрах вӗренеççӗ, 12 çулти ачасем паян 7-мӗш класра вӗренме пуçлаççӗ. Шанатпăр, çăмăллăн тăпăр-тăпăр мари ташшине ташланă пекех пӗлӳ илесси те вӗсемшӗн йывăр пулмӗ.

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2023 – Год национальных культур и традиций в Татарстане