Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Астăвăм сачӗ» акци. Тутарстан кăçал 1 миллион тӗп ытла йывăç лартма хатӗрленет

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 81 çул çитнине, Раççейре Халăхсен пӗрлӗхӗн, Тутарстанра Çарпа ӗç паттăрлăхӗн çулталăкне халалланă акци вăхăтӗнче республика 70 гектара 1 миллион тӗп ытла йывăç лартӗ.

Апрель тата май уйăхӗсенче иртекен халăхсем хушшинчи акцие ТР Вăрман хуçалăхӗн министерстви хатӗрленме тытăннă та ӗнтӗ. Ведомство ертӳçин çумӗ Ильгизар Зарипов каланă тăрăх, хальхи вăхăтра кун валли çӗр лаптăкӗсемпе мӗнле-мӗнле йывăçсем лартассине суйлаççӗ. Аса илтеретпӗр, акцие РФ Çутçанталăк тата Вăрман хуçалăхӗн министерствисем тӗрев панипе «Астăвăм сачӗ» автономлă коммерцилле мар организаци, Çӗнтерӳ полковочӗсен астăвăм фончӗ тата «Çӗнтерӳ волонтерӗсем» Пӗтӗм Раççей обществăлла юхăмӗ йӗркелеççӗ.

«Астăвăм садне» яланхи пекех кăçал та вăрман фончӗн тата республикăн ял-хула территорийӗсене лартӗç. Пӗлтӗр Тутарстан Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă 378 пин салтак-ентеше асăнса 1,5 миллион тӗп йывăç лартнă пулнă. Пархатарлă çак ӗçе ун чух 30 пин ытла çын хутшăннă.

«Экологи ăнăçлăхӗ» наци проектне тӗрев паракан «Астăвăм сачӗ» халăхсем хушшинчи акци кăçал шучӗпе 7-мӗш пулать. Ют çӗршывсем те хутшăнаççӗ унта. Йӗркелӳçӗсем Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă 27 миллион салтака асăнса 27 миллион тӗп йывăç лартма планлаççӗ.

Ятарлă çар операцийӗнче çар задачисене пурнăçласа пуç хунă салтаксене асăнса аллейăсем тăвасси çине уйрăм тимлӗх пулӗ кăçал.

(Владимир Васильев / «Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество