Атăлçи федераллă округӗнчи «ФормART» фестивалӗ чи лайăх граффитти-ӗçшӗн сасăлав уçнă
Фестивале урамри искусствăна атăлантарасшăн, çамрăк ӳнерçӗсене пулăшасшăн тата паянхи хулара илемлӗ, пурăнакансемшӗн меллӗ тавралăх йӗркелес тӗллевпе пуçарнă
Фестивале урамри искусствăна атăлантарасшăн, çамрăк ӳнерçӗсене пулăшасшăн тата паянхи хулара илемлӗ, пурăнакансемшӗн меллӗ тавралăх йӗркелес тӗллевпе пуçарнă
2024 çулта ӳнерçӗсен ӗçӗ Çемье çулталăкӗпе, обществăра çемьен пӗлтерӗшне ӳстерессипе çыхăннă. Фестивале хутшăнакан çамрăк ӳнерçӗсен ӗçӗсемпе formartpfo.ru сайтра паллашма пулать.
Çак фестиваль хӳттӗинче тăватă уйăх суйлав, хăтлав турӗсем иртнӗ. Атăлçи федераллă округӗн кашни регионӗнчен чи лайăх проектсене палăртса пурнăçа кӗртнӗ. Халӗ фестивалӗн юлашки тапхăрӗ пырать. Пирӗнтен кашниех 8 (800) 301-50-23 тӳлевсӗр номерпе шăнкăравласа ку е вăл ӳнерçӗшӗн сасăлама пултарать. Шăнкăравсене августăн 10-мӗшчен çеç йышăнаççӗ.
Шăнкăравласан фестивале хутшăнаканăн номерне (1 — 14) тон режимӗпе каламалла. Пӗр хутчен çеç сасăлама юрать.
Чăваш Республикин интересӗсене Ксения Кокель çамрăк ӳнерçӗ хӳтӗлет. Унăн ӗçӗ «Манăн çурт — манăн крепость» ятлă. Ăна Ксения Çемье çулталăкӗпе çыхăнтарнă. Мурала Шупашкарти Хевеш урамӗнчи 30-мӗш çуртăн стени çине ӳкернӗ. Чăваш халăх тумне тăхăннă çамрăк хӗрарăмăн аллинче сакăр кӗтеслӗ виçӗ хӗвел — ăрусене пӗрлештерекен сăнар. Вӗçсе иртекен кӗмӗл тӗслӗ кайăк хурсем ирӗклӗх патне ăнтăлнине, пуçарулăха, ума лартнă тӗллеве пурнăçлассине калакан сăнар. Ксения Кокельшăн сасăлас текенсен тӳлевсӗр номерпе шăнкăравласа 6 номере пӗлтермелле.
Шупашкар хулин гербӗ тата Чăваш Республикин гербӗ витӗм кӳнипе çакăн пек идея çурални çинчен каласа панă йӗркелӳçӗсене ӳнерçӗ.
Конкурса 2024 çулхи август уйăхӗнче Кировра пӗтӗмлетеççӗ. Çӗнтерӳçӗсене — I, II тата III вырăнсем йышăнакансене укçан премисем параççӗ — 100 пинрен пуçласа 200 пин тенке çити. Проекта пурнăçлама ЧР культура министерстви тӗрев парать.
Шел, анчах конкурс сайтӗнче Тутарстан ӳнерçисен ӗçне тупаймарăмăр.
Татьяна Васильева.
Сăнӳкерчӗк culture.cap.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев