Атав ялӗнчен тухнă СССР тава тивӗçлӗ тренерне асăнса ăмăрту иртнӗ
Мартăн 5-мӗшӗнче Пăва çывăхӗнчи хырлăхра вырнаçнă Йӗлтӗр базинче СССР тава тивӗçлӗ тренерне, ТР тава тивӗçлӗ тренерне, Атав ялӗнче çуралса ӳснӗ Сабирзян Нафикова асăнса йӗлтӗр ăмăртăвӗ иртнӗ.
Спорт мероприятине район администрацийӗ тата Пăва ентешлӗхӗ йӗркеленӗ. Ăмăртура Пăва районӗнчен тата Хусантан 60 ытла спортсмен хутшăннă, вӗсем çул ӳсӗмӗпе 5 ушкăна пайланса йӗлтӗрпе чупса вăй виçнӗ.
Çӗнтерӳçӗсем ăмăртăвăн тӗп спонсорӗнчен – Пăва ентешлӗхӗнчен кубоксемпе укçан парнесем илме тивӗçнӗ. Палăртса хăвармалла, ăмăртăвăн чи çамрăк хутшăнаканӗ 6 çулта пулнă, чи асли 73-ре. Ентешлӗх вӗсене те парне парса хавхалантарнă.
Ирек Закиров. Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев