Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Аттесем – юратнисем, хаклисем, чи лайăххисем, хӳтӗлевçӗсем...

Иртнӗ вырсарникун, октябрӗн 19-мӗшӗнче, Пӗтӗм Раççейри Атте кунне паллă турăмăр. Çак уява халалласа «Сувар» хаçат хăйӗн «ВКонтакте» социаллă сетьри ушкăнӗнче «Юратнă аттепе» фотоконкурс ирттерчӗ. Конкурс условийӗпе кам нумайрах сасă пуçтарать – çавă çӗнтерет.

Палăртса хăварас килет – аттесене саламлама пирӗн вулакансем питӗ хастар хутшăнчӗç, вӗсемшӗн сасăлакансем те нумайăн пулчӗç. Чи нумай сасă пухнă çӗнтерӳçӗсемпе паллаштаратпăр:

1-мӗш вырăн – Александр Васильев (Пăва районӗ, Шемек – 924 сасă) тата Александр Одиноков (Çӗпрел районӗ Матак – 902 сасă);

2-мӗш вырăн – Александр Магарин (Çӗпрел районӗ, Аслă Аксу – 816 сасă);

3-мӗш вырăн – Александр Романов (Çӗпрел районӗ, Чăваш Çӗпрел – 399 сасă). 

Редакци 1-мӗш вырăн йышăннă аттесене чăваш тӗрриллӗ футболка, 2-мӗшпе 3-мӗш вырăнсемшӗн паллă брендлă шампунь парнелет. Конкурса хутшăннă кашни çемьене тав тăватпăр. Эсир аçăрсем, мăшăрăрсем мӗнле хаклă та çывăх çынсем пулнине çирӗплетрӗр çак конкурса хутшăнса.  Аттесен сăнӳкерчӗкӗсене хаçатра та пичетлес терӗмӗр. 

Çӗпрел районӗнче Матак ялӗнче çуралнă Александр Одинокова Атте кунӗпе ывăлӗ Богдан саламларӗ.

Хусанта пурăнакан Александр Васильева хӗрӗ Ангелина саламларӗ:

«Манăн атте, Александр Васильев – чăн-чăн герой! Пăва районӗнчи Шемек ялӗнче çуралнă. Паянхи кун çемьепе Хусан хулинче пурăнатпăр.

Вăл хăйӗн пурнăçне Тăван çӗршыва хӳтӗлеме халалланă, хăйӗн тивӗçне çав тери тăрăшса пурнăçлать. 2015 çулта Çурçӗр Кавказра контртеррористла операцисене, унтан 2023 çулхи декабрьтен пуçласа 2024 çулхи апрельччен ятарлă çар операцине хутшăнни унăн хăюлăхне, паттăрлăхне кăтартать. Вăл – пирӗн тӗрек! Эпир çемйипех ăна питӗ хаклатпăр, хамăр аттепе мухтанатпăр!»

Пăва районӗнчи Пӳркел ялӗнче пурăнакан Олег Бутылкина ывăлӗсем Матвей тата Арсентий, хӗрӗсем Анастасия тата Ева саламларӗç.

Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксу ялӗнче çуралса ӳснӗ Александр Магарина ачисем – Кирилпа Арина саламларӗç:

«Аттеçӗм, пирӗншӗн эсӗ пурри чи пысăк телей. Тӗнчери мӗнпур ырлăха сунатпăр сана. Эпир сана чăваш юманӗ пек çирӗп сывлăх, анлă Атăл шывӗ пек вăрăм кун-çул сунатпăр. Аттеçӗм, пирӗн сан пата ăшă сăмахсем тата нумай-нумай çитерес килет. Пирӗн атте – ТĂВАН ÇӖРШЫВ ХӲТӖЛЕВÇИ, ятарлă çар операцине хутшăнса аманса таврăнчӗ. Халӗ вăл реабилитацире. Эпир сана хытă юрататпăр!!!»

Çӗпрел районӗнчи Чăваш Çӗп­рел ялӗнче пурăнакан Александр Романова хӗрӗсем Каринăпа Милана саламларӗç:

 «Эсӗ – тӗнчери чи лайăх атте, эпир сана питӗ юрататпăр! Тавах сана хăвăн чикӗсӗр юратăвушăн, тăрăшулăхупа пулăшăвушăн. Эсӗ пирӗншӗн яланах паттăрлăх, вăй-хал, ăслăлăх тӗслӗхӗ. Эсӗ пирӗн атте пулнишӗн мăнаçланатпăр, санпа ирттернӗ вăхăта питӗ хаклатпăр».

Чăваш Енри Шăмăршă ялӗнче пурăнакан Владислав Павлова хӗрӗпе икӗ ывăлӗ саламларӗç:

«Эсӗ пирӗншӗн чи ытарайми, чи çывăх çын! Эпир сана питӗ юрататпăр».

Пăва районӗнчи Шемек ялӗнче пурăнакан Владимир Никитина хӗрӗ Светлана саламларӗ:

«Юратнă аттеçӗм! Ӗмӗр сукмакӗ сан яланах таса та çутă пултăр. Малашне те тăван кил ăшшине упрама Турă иксӗлми вăй-хал патăр».

Чăваш Республикинчи Елчӗк ок­ругӗнчи Шăмалак ялӗнче пурăнакан Алексей Степанова ывăлӗ Назар саламларӗ:

«Кӗнеке вулатăп аттепе,

Кăмăллăн итлетӗп юмахне».

Чистай районӗнчи Анат Кăт­ратара пурăнакан Александр Львова ывăлӗпе хӗрӗсем саламларӗç:

«Пирӗн атте Александр ятлă. Эпир Чистай ра­йонӗнчи Анат Кăт­рата ялӗнче пурăнатпăр. Аттене çывхарса килекен уяв ячӗпе вăрăм кун-çул, çирӗп сывлăх сунатпăр».

Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăкра çуралса ӳснӗ ­Андриян Журавлева хӗрӗсем Ксенийăпа Варвара, ывăлӗсем Семён, Алексей тата Тимофей саламларӗç:

«Пирӗн атте мӗн пӗчӗкрен ӗç­рен хăраман. Хăма ӗçӗсемпе те, тимӗр-тăмăр енӗпе те алă ăсти. Пирӗншӗн тăрăшса икӗ хутлă çурт туса хучӗ. Эпир халь, çак çурт­ра пысăк çемье­пе (5 ача) телейлӗ пурăнатпăр. Аттене эпир питӗ хытă юрататпăр, унпа мухтанатпăр, мăнаçланатпăр. Çирӗп сыв­лăх, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хал, иксӗлми телей, пархатарлă кун-çул, вăрăм ӗмӗр сунатпăр».

Пăва районӗнчи Шемек ялӗнче пурăнакан Михаил Танкова ывăлӗсем Артем, Никита тата Данила, хӗрӗ Сашенька саламларӗç:

«Аттеçӗм, ырă сывлăх та сăваплă кунсем пурнăçунта ытларах пулччăр! Санпа ирттернӗ вăхăт пирӗншӗн хаклă!»

Çӗпрел районӗнчи Алешкин Сап­лăк ялӗнче пурăнакан Алексей Клементьева ачисем саламларӗç:

«Пирӗн атте питӗ маттур та пултаруллă çын. Вăл маскировка сетки  çыхнă çӗрте те хастар пулăшать. Кашни ӗçе тӗплӗн пурнăçлать. Аннепе пӗрле тӗрлӗ конкурссене хутшăнать. Паянхи кун вăл ултă тӗпренчӗкӗпе питӗ мăнаçланать, икӗ ывăлӗ хăйсен ирӗкӗпе Тăван çӗршыва хӳтӗлеме тăчӗç. Пирӗн атте – ылтăн алăллă. Ун алли витӗр мӗнле чăкăлтăш ӗç кăна тухмасть пуль. Пурне те вăл юсаса майлаштарать. «Сувар» хаçата вара питӗ юратать, кашни çур çулта çырăнма аннене укçа парать.

Атте пире тӗрӗс çул-йӗрпе пыма вӗрентет, тӗпренчӗкӗсене хăй хӳттинче упрать.

Юратнă аттемӗр! Сывлăхлă та телейлӗ пурăн. Пире Эсӗ питӗ кирлӗ! Эпир сана юрататпăр!»

Ульяновск хулинче пурăнакан Платон Годуновпа унăн амăшӗ Екатерина:

Платон Годунов

«Кашни аттене çемьепе пӗрле пулма сунатпăр....»

Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упи ялӗнче çуралса ӳснӗ Виталий Фомина хӗрӗ саламларӗ:

«Манăн атте, Виталий Петрович Фомин, Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упи ялӗнче çуралса ӳснӗ. Эпӗ сана саламласа тав сăмахӗсем калатăп.

25 çул каялла тунă сăнӳкерчек чуна савăнтарса тăрать.

Вăрăм кун-çул тата çирӗп сывлăх сунатăп сана, юратнă атте».

 

Çӗпрел районӗнчи Чăваш Ше­мӗршел ялӗнче çуралса ӳснӗ Владислав Папушкин виçӗ хӗрӗн – Альбинан, Аленан, Оксанан, икӗ ывăлӗн – Александрпа

Иванăн, мăшăрӗн Светланан асӗнче:

«Атте, эпир сана яланах ас­ра тытатпăр тата санпа мухта­натпăр. Эсӗ пирӗн Паттăр, хă­вăн пурнăçна Тăван çӗршыв­шăн патăн, санăн ­паттăрлăху ӗмӗр-ӗмӗр пирӗн чӗресенче юлӗ. Эсӗ юнашар çук пулсан та юратăва, вăй-хăвата, чăн-чăн арçын тӗслӗхне яланах асра тытатпăр. Эпир пӗтӗм çӗршывпа пӗрле хурланатпăр, анчах эсӗ пирӗншӗн паттăр пулнипе, пуррипе тата пулассипе те мăнаçланатпăр».

Теччӗ районӗнчи Тарханпуç ялӗнче пурăнакан Владимир Саймуллина хӗрӗ Вера саламларӗ:

«Юратнă, хаклă атте! Сана уяв ячӗпе, Атте кунӗпе саламлатăп! Эсӗ – манăн герой, маншăн тӗслӗх пулса тăратăн». 

Çӗпрел районӗнчи Турхан Упи ялӗнче пурăнакан Иван Сердцева ывăлӗ Александр саламларӗ:

«Юратнă атте!

Малашне те пултаруллă пул,

Нихăçан пӗчченлӗхе ан туй.

Йышпа пӗрле савăн та йăл кул,

Çынсенчен пӗр утăм та ан юл».

 

Нурлат районӗнчи Салтакь­елӗнче пурăнакан Олег Галанцева ывăлӗ Ярослав саламларӗ:

«Аттесен кунӗпе

Саламлатăп чунтан.

Кӗр пуянлăхӗ пек

Пурнăç пултăр ялан.

Ырă тӗслӗх эсир

Ачасемшӗн ялан.

Пурăнма та чипер

Аттесем пур пулсан».

 

Мӗн чухлӗ юрату, хисеп тата ачашлăх сирӗн саламлă сăмахăрсенче, хисеплӗ вулаканăмăрсем! Тавах сире пурне те конкурса хутшăннăшăн! 

Тепӗр фотоконкурс вара ноябрь уйăхӗн вӗçӗнче иртӗ. Ăна Анне кунне халаллăпăр. Эппин аннӗрсене саламлама хатӗр пулăр, тусăмăрсем. Конкурс пирки «Суварăн» социаллă сетьсенчи ушкăнӗсенче пӗлтерӗпӗр. 

 

Редакци.

Сăнӳкерчӗксем конкурса хутшăнакансен харпăр архивӗсенчен. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: День защитника Отечества День отца