Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Авари, пушар...

Çул-йӗрсем çинчи инкексем нумай чухне çул, çанталăк япăххипе мар, водитель хыпаланнипе пулаççӗ.

Январӗн 7-мӗшӗнче Элмет-Мӗслӗм трасса çинче питӗ пысăк инкек пулнине пӗлтерет республикăн патшалăх автоинспекцийӗ. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, аварире Hyndai  автомобиль водителӗ айăпли паллă. Хӗр-водитель умри машинăран иртес тесе пысăк хăвăртлăхпа çул çине тухнă та хирӗç килекен Toyota автомобильпе çапăннă. Аварире иккӗмӗш автомобилӗн пассажирӗсем, 16 тата 18 хӗрсем, вырăнтах вилсе кайнă. Икӗ машинăн та водителӗсем больницăра, хытă аманнă.

***

Январӗн 5-мӗшӗнче 13.30 сехетре Шупашкарти Шевченко урамӗнчи общежити çунма тытăннине хыпарлаççӗ вырăнти массăллă хыпар хатӗрӗсем. МЧС ӗçченӗсем пулăшăва вăхăтра çитнӗ пулин те çурт умӗнчи машинăсене пула подъезд патне часах пырайман. Çак вăхăтра тӗтӗм пӗтӗм подъездах сарăлнă. Çунакан çуртран 26 çынна, вӗсенчен 10 ачана уçă сывлăша кăларса ӗлкӗрнӗ пулин те 21 çын, 10-шӗ çул çитмен ача, шар курнă. 8-шне больницăнах леçме тивнӗ. Шел те, 19-ти хӗре çăлайман. Пушар иккӗмӗш хутри пӳлӗмрен тухнă. Инкекӗн сăлтавӗсене тӗпчеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество