Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Августăн 22–24-мӗшӗсенче Чӑваш çамрӑкӗсен регионсен хушшинчи II форумӗ иртнӗ

Пелепей районӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗ Раççейри Çамрăксен ӗçӗсен федераллă агентстви, Пелепей район администрацийӗ тата Раççейри Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ мероприятие Мускавран, Пушкӑртстанран, Тутарстанран, Чӑваш Енрен, Ульяновскпа Оренбург облаçӗсенчен çамрӑксем пуçтарăннă. Форум Ӗпхӳре пуçланнă. Пухăннисене Раççей Геройӗ, Раççейри Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗн председателӗ Николай Федорович Гаврилов саламланă. Вӑл хальхи саманара наци уйрӑмлӑхне упраса хӑварни пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнă, хутшӑнакансене тухӑçлӑ ӗçлеме суннă.

Церемонире Пушкӑртстанри Чӑваш автономийӗн председателӗ Виталий Викторов, Пушкăртстан Республикин Патшалăх Пухăвӗн – Курултайӗн депутачӗ Ольга Плохова, ПР Халӑхӗсен Туслӑх Çурчӗн директорӗ Эльмира Саматова тата ыттисем тухса калаçнă. Вӗсем пурте çамрӑксем мӑн асаттесен культура эткерлӗхне упракансем кӑна мар, ăна аталантарма пултаракан драйвер пулнине те палăртнă.

Официаллă пай хыççăн «Константин Иванов еткерлӗхӗ хальхи самана контекстӗнче» панель дискуссийӗ иртнӗ. Ăна Раççейри Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗн председателӗн çумӗ Константин Малышев ертсе пынă. Хутшӑнакансем ӗмӗр ытла каяллахи поэзи хальхи çамрӑксен хушшинче еплерех янӑранине тата ăна мӗнле усӑ курмаллине сӳтсе явнă.

Форума пуçтарăннă çамрăксем çак кун Раççей Геройӗпе, ятарлӑ çар операцине хутшӑнакан Теччӗ районӗн чăвашӗпе Михаил Марцевпа та тӗл пулнă. Çамрăк паттăр тивӗçлӗх, паттӑрлӑх тата Тӑван çӗршыва юратни çинчен каласа панă. Кун пек тӗлпулусем çамрӑксемшӗн хальхи вăхăтра уйрăмах пӗлтерӗшлӗ. 

Пушкӑртстан – чӑваш поэзи­йӗн классикӗн Константин Ивановӑн Тӑван çӗршывӗ пулнăран ăна халалласа «Константин Иванов хайлавӗсене вуласси» пултарулӑх конкурсӗ те иртнӗ. Унта хутшӑнакансем сӑвӑ вуланисӗр пуçне тӑнӑçлӑхпа туслӑх çинчен нумай çӗннине пӗлнӗ. Константин Иванов хайлавӗсене вулакансен пултарулӑх конкурсӗ тата регионсен хушшинчи çарпа патриотизм темипе ирттернӗ конкурс çӗнтерӳçисене чысланă çак кун форумра.

Ӗçлӗ программа хыççăн форум хăнисем валли Пушкӑртстан тӗп хули тӑрӑх экскурси йӗркеленӗ. Вӗсем «Семь девушек» фонтан-палӑка, çамрăксем валли хулара ятарласа хатӗрленӗ «АРТ-КВАДРАТ» лаптӑка çитсе курнӑ.

Форумăн иккӗмӗш кунӗ Пелепей хулинче иртнӗ. Унта çамрăксем ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли маскировка сетки çыхма вӗрентекен мастер-классене, социаллӑ проектировани тренингӗсене тата вӗрентӳ семинарӗсене хутшăннă. Слакпуç ялӗнчи Константин Ивановпа Яков Ухсай музейӗсене çитсе курнă.

Форума пӗтӗмлетнӗ май Константин Малышев пӗлтӗрхи пӗрремӗш форума хутшӑннӑ 10 регионтан 4-шӗнче чӑваш çамрӑкӗсен обществăлла организацийӗсене йӗркеленине палӑртнӑ. Вӗсем фронта пулӑшассипе, чӑваш культурине аталантарассипе хастар ӗçлеççӗ. Константин Анатольевич «Пушкӑртстан Республикин Пелепей муниципаллӑ районӗн Чӑваш наципе культура автономийӗ» ­обществăлла организацийӗн ертӳçине Владимир Яковлева мероприятие йӗркеленӗшӗн тав тунă. Чӑваш автономийӗсем хастар ӗçлекен ытти регионсенче те çамрӑксен пӗрлешӗвӗсем пуласса шаннине каланă. Çамрăксен çитес форумне Ульяновск облаçӗнче ирттерме сӗннӗ.

Иккӗмӗш форум вӗçленнӗ пулсан та, унта хутшăннă çамрăксем хӑйсен ӗçне пуçӑнаççӗ кӑна-ха. Мӗнех, çӗнӗ паллашусем, идейӑсемпе плансем регионсем хушшинчи туслӑхпа пултарулӑх кӗперӗсене çирӗплетессе шанас килет.

Чăваш çамрăкӗсен регионсен хушшинчи «Наследие Константина Иванова: мир, единство и патриотизм» форум «Росмолодежь.Гранты» тӗрев панипе иртнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Росмолодежь #РосмолодежьГранты