Автоинспекторсем рейда тухнă
Июлӗн 15-мӗшӗнчен пуçласа 28-мӗшӗччен Тутарстанра «Встречная полоса» профилактика мероприятийӗ иртет. Автоинспекторсем рейда тухнине республикăн патшалăх автоинспекцийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Çул-йӗр çинче пулнă инкексенчен чылайăшӗ водительсем хирӗç çул çине тухнипе пулать. 2026 çулхи 6 уйăхра çак сăлтава пула 98 авари пулнă, вӗсенче 49 çын вилнӗ, 156-шӗ аманнă.
Аса илтеретпӗр, асăннă çул-йӗр правилине пӗр хут пăснăшăн 7500 тенкӗ штраф тӳлеттереççӗ е 4-6 уйăха водитель прависӗр хăвараççӗ. Тепӗр хут пăссан водитель 1 çула правасăр юлать. Енчен те пӗрре правине илсе административлă явап тытнă е судпа айăпланнă водитель çаплах хирӗç çул çине сиксе тухас йăлине пăрахмасть пулсан, ăна 3 çула ирӗкрен хăтараççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев