Автоинспекторсем рейда тухрӗç
Çулталăк пуçланнăранпа икӗ уйăх кăна иртрӗ пулсан та çирӗç çул çине сиксе тухнипе республикăра 45 авари пулнă, вӗсенчен 21 çыннăн пурнăçӗ татăлнă, 75-шӗ аманнӑ.
Çул-йӗр правилисене пăсакансене тупса палăртас тӗллевпе мартăн 5-мӗшӗнчен пуçласа 18-мӗшӗччен Тутарстанра автоинспекторсен «Встречная полоса» профилактика мероприятийӗ ирттереççӗ. Кун пирки РФ Патшалăх автоинспекцийӗн Тутарстанри управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Аса илтеретпӗр! ПДД йӗркине пӑсса хирӗç çул çине тухнӑшӑн 7500 тенкӗ штраф тӳлеттерме е 4 уйӑхран пуçласа 6 уйӑх таран правасăр хăварма пултараççӗ. Тепӗр хут пăссан документа 1 çула илеççӗ.
Хаклӑ водительсем, çул çине тухсан хӑрушсӑрлӑх тата пассажирсен пурнăçӗ сирӗн алăра пулнине асра тытăр! Çул-йӗр правилисене яланах пӑхӑнӑр: хӑрушӑ маневрсем ан тăвăр, яланах çанталӑк условийӗсене, çул çинчи лару-тăрăва шута илӗр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев