Автомобиль аптечкисен тытăмӗ сентябрӗн 1-мӗшӗнчен улшăнать
2024 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен автомобиль аптечкинче пулмалли эмелсемпе пулăшу памалли хатӗрсен йышӗ çӗнелет. Ăна РФ Сывлăх сыхлав министерстви çирӗплетнӗ.
Çӗнӗ правилăсемпе килӗшӳллӗн аптечкăра малашне медицина маски, перчатка, чӗрепе ӳпкене реанимаци тума пулăшакан хатӗр, юн юхма чаракан жгут, бинт, ӳт çине çыпăçтармалли лейкопластырь, çăлав утиялӗ, сурана çыхнă чух кирлӗ пӗр-ик хачă тата хирург хаччисем пулмалла.
Çӗнӗ правило законлă вăя кӗриччен комплектланă аптечкăсемпе 2027 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗччен усă курма юрать.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев