Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

АВТОСАБАНТУЙ, РЕТРО-РАЛЛИ ТАТА ЫТТИ

Кивӗ машинăнсене юратакансем Раççейрен кăна мар, чикӗ леш енчен те килӗç ку уява.

Агустăн 18 – 20-мӗшӗсенче  Тури Услон районӗнчи Савино ялӗнче, «Свияжск сăрчӗсем» хула-курорт çӗрӗ çинче XVI Халăхсен хушшинчи истори техникин фестивалӗ пулать. Кивӗ машинăнсене юратакансем Раççейрен кăна мар, чикӗ леш енчен те килӗç ку уява.

Августăн 19-мӗшӗнче, 11.00 сехетре фестивале ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ, «Авторетроклуб-21» историри техникăна юратакансен клубӗ» ТР автолюбительсен РОО президенчӗ Ф.Х.Мухаметшин уçать.

Фестиваль программинче: «Автосабантуй» конкурс; мотоциклистсен хушшинче чи лайăх водителе суйласси. Автобуспа экскурсисем пулӗç, ачасем педальлӗ машинăсепе ярăнӗç. Августăн 20-мӗшӗнче водительсен ăсталăхне курса савăнăпăр. Çак кунах пур конкурса пӗтӗмлетсе çӗнтерӳçӗсене наградăсем парӗç.

Паллах, курма пынисемшӗн çаксем прте интереслӗ, анчах ретро-ралли нихăçан манăçми шоупа асра юласси пирки иккӗленместпӗр.

Сăнӳкерчӗк «Татр-информ»ИА сайтӗнчен.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество