Азнакай чăвашӗсем несӗлсенчен тăнăçлăх ыйтнă
Турăран патшалăх пуçлăхӗсем çӗршывсен хушшинче килӗшӳ туччăр, салтакра хӗсметре тăракансене çăмăллăх пар тесе ыйтрăмăр
Учӳк – чăваш халăхӗн авалхи йăли-йӗрки. Пирӗн Азнакай районӗнчи Çутă Кӳлӗ ялӗнче çак мероприятие ирттерме пуçлани темиçе çул çеç-ха. Утă уйăхӗн 23-мӗшӗнче Анат касри сиктӗрме уçланкинче ирех ӗç пуçланчӗ. Йăлана пăхăнса, кӗл туса шурă сурăх пусрӗç, çветтуй çăлкуçран шыв илсе виçӗ хурана вӗретме лартрӗç. Маларах ял-йышран укçа, пăтă пӗçерме тӗрлӗ кӗрпе, услам çу пухнăччӗ. Ялта çуралса ӳснӗ, анчах та хальхи вăхăтра урăх çӗрте пурăнакансем те пысăк тӳпе хыврӗç çак ӗçе.
Уява вырăнти «Нарспи» фольклор ансамблӗ чăвашла юрăпа уçрӗ. Ял çыннисене, кӳршӗ ялсенчен, çывăхри хуласенчен курма килнӗ хăнасене Азнакай районӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçи А.Х.Шамсутдинов, Учалле ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Г.М.Тухбатуллина тата районти ЧНКЦ ертӳçи О.И.Владимиров уявпа саламларӗç, сывлăх сунчӗç.
Унтан Учаллере тутар хӗрарăмӗсен «Шăрçа» ансамблӗ концерта малалла тăсрӗ. Тутарла юрăсемпе пӗрле вӗсем чăвашла та пит çепӗç юрлаççӗ. Çывăхри ялсенчен килнӗ юрăçăсем пуçтарăннă халăха хăйсен маттур юррисемпе савăнтарчӗç. Курма килнисен хушшинче Элмет районӗнчи Пӳсрекрен, Пушкăртстанри Юльтимировкăран чăвашсем пурччӗ. Вӗсемпе пирӗн ялсем хушшинче çыхăну пӗтмен-ха. Çак уçланкӑра, астӑватӑп, колхоз валли çынсем утӑ çулатчӗç, çӗмӗрт сулхăнӗнче кинемейсем тутлӑ яшка пӗçеретчӗç. Паян ялта пурӑнакан чи аслӑ çын Янеби Миннибаевна Юлтимирова 86 çулта. Кӑçал 90 çул тултарнӑ Зулейха Миннебаевна Селиванова вара Хусанта Наиль ывăлӗ патӗнче пурăнать.
Уçланкăра пӗр чарăнми ача-пăча, çамрăксен вăййисем пычӗç, вӗсен савăнăçлă сассисем вăрмана ян янратрӗç. Тахçантанпа пӗр-пӗрне курман ял-йыш курнăçма май тупса панăшăн уява йӗркелекенсене тав турӗ.
Акă пăтă пиçнине пӗлтерчӗç, хурансен çывăхнерех килме чӗнчӗç. Пӗчӗк тирӗкпе пăтă илсе, ăна пуç çине çӗклесе Ирина Илтимировна Закирова Çӳлти Турăран ял-йыш килӗштерсе пурăнтăр, патшалăх пуçлăхӗсем çӗршывсен хушшинче килӗшӳ туччăр, салтакра хӗсметре тăракансене çăмăллăх пар тесе ыйтрӗ:
– Çырлах, Турăçăм! Пире усал-тӗселтен, инкек-синкекрен, çил-тăвăлтан, пăртан, вут-кăвартан – пуринчен те хăтар. Хирте тырă ăнса ӳстӗр, выльăх-чӗрлӗх ӗрчевлӗ пултăр, пире пурсăмăра та сывлăх, тăнăçлăх, телей пар, – терӗ.
Хирте пиçнӗ тутлă пăтта малтан ачасене антарса пачӗç, унтан уçланкăра пуçтарăннă мӗнпур çынна хăналарӗç. Пирӗн патри чăвашсем çиме пуçличчен: «Ваттисен умӗнче пултăр», – теççӗ. Пӗчӗк ялта чăваш йăлисене упранăшăн Çутă Кӳлӗ патварӗсене чӗререн тав тăватпăр, çирӗп сывлăх, малашне те ăнăçлă ӗçлесе пыма ăнăçу сунатпăр. (Ухтияр ИЛЮХИН.Автор сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев