«БАЛКЫШ» ФЕСТИВАЛӖН ГАЛА-КОНЦЕРТНЕ «ХӖЛХЕМ» ЧĂВАШ ХАЛĂХ ФОЛЬКЛОР АНСАМБЛӖ ХУТШĂНЧӖ
Паян, апрелӗн 29-мӗшӗнче, «Пирамида» культурăпа кану комплексӗнче Тутарстан Республикин ветерансен пултарулăх коллективӗсемпе ансамблӗсен, уйрăм юрлакансен IХ «Балкыш» («Сияние») республика фестивалӗн I гала-концерчӗ иртрӗ.
Паян, апрелӗн 29-мӗшӗнче, «Пирамида» культурăпа кану комплексӗнче Тутарстан Республикин ветерансен пултарулăх коллективӗсемпе ансамблӗсен, уйрăм юрлакансен IХ «Балкыш» («Сияние») республика фестивалӗн I гала-концерчӗ иртрӗ. Кăçал ăна йӗркелӳçӗсем Тăван çӗршывăн аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 81 çул çитнине халалланă. Гала концерта куракансемпе пӗрле пурӗ 27 пин ытла аслă çулти çын хутшăннă.
Çак çулсен хушшинче фестиваль аслă çулти артистсемшӗн пӗлтерӗшлӗ те кӗтнӗ мероприяти пулса тăчӗ. Ытларах пайӗ фестивале çуллен хутшăнать. Çавăнпа артистсем тахçанах ӗнтӗ пӗр çемьери пек туяççӗ хăйсене.
Гала-концерта хутшăннисене саламлама ТР Патшалăх Канашӗн Председатель çумӗ Юрий Камалтынов, ТР Ветерансен обществăлла организацийӗн председателӗ Хабир Иштиряков килчӗç.
«Манăн паян аслă ӑрурисене пысăк хавхаланупа пӗрле юрласа-ташлама е сăвă вулама тата хăйсен пултарулăхӗпе кӳршисене, тусӗсене паллаштарас тӗллевпе урăх районсемпе хуласене кайма ӳркенменскерсене тав тăвас килет. Ку çав тери пӗлтерӗшлӗ. Мӗншӗн тесен мӗн каласан та пурăннă çулсем вӗсем цифра кăна. Чи кирли – хăвна епле туйни. Енчен те сирӗн юрлама, ташлама, сӑвӑ вулама вӑй-хал пур-тӑк сирӗн йăлт малашӗ-ха», – терӗ Юрий Камалтынов.
Хабир Иштиряков сăмахӗпе, «Балкыш» вăл – музыкăпа сăмах, кӗвӗ тата ăшă тӗлпулусен праçникӗ. «Çулсерен пирӗн фестиваль сарăлса та анлăланса пырать. Халӗ районсемпе хуласенче Аслă Çӗнтерӗве халалласа нумай мероприяти иртет. Эпир те ун умӗн гала-концерт ирттерни вырăнлă», – терӗ Хабир Газизович артистсене ăнăçу сунса.
«Балкыш» нумай нацилӗхпе те палăрса тăрать. Кăçал та унта чăваш, вырăс, тутар, мари, мордва, удмурт, кӗрешӗн халăхсен ансамблӗсемпе уйрăм юрлакансем хутшăннă.
Гала-концерта Саба районӗнче çуралса ӳснӗ Алексей Иванович Писарев уçрӗ. Вăл фронтовик, Тăван Çӗршывăн аслă вăрçине хутшăннă. Кăçал апрель уйăхӗнче 100 çул тултарнă. Шел те, Хусана килеймен. Паллă ӗнтӗ, ку çул ӳсӗмӗнче инçене çул çӳресси теветкеллӗ. Алексей Ивановича эпир экран çинче пăхрăмăр. Зонăри тапхăрта Михаил Лермонтовăн «Мцыри» поэмине вуласа гала-концерта тухма тивӗçнӗ. Ветеран питӗ илемлӗ вулать сăввине, куракансем ăна сывламасăр итлерӗç.
Чăвашсенчен Çӗпрел районӗнчи «Хӗлхем» халăх фольклор ушкăнӗ килнӗ. Тӗрӗссипе вӗсем хутшăнмасăр пӗр çул та ку фестиваль иртмест. Ку кăна та мар, вӗсем ялан гала-концерта килме тивӗçеççӗ. Профессилле шайӗ вӗсен пысăк.
«Эпир паян çав тери пысăк уявра пултăмăр. Чăвашсенчен хамăр кăна пулӗ хальхинче. Ку пирӗншӗн питӗ пысăк чыс», – терӗ ансамблӗн илемлӗ пултарулăх ертӳçи Людмила Сердцева.
Сцена çинче вӗсем «Ай, савăнасчӗ тăвансемпе» тата «Кай-кай Ивана» юрăсем шăрантарчӗç. Балалайка каласа, параппан çапса та купăс каласа юрласа вӗсем чăннипех сцена çинчен хӗлхем сирпӗтрӗç.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев