Банк ку ыйтупа шăнкăравламасть
Хусанти полицин «Савиново» уйрăмне 66-ри хӗрарăм пулăшу ыйтса килнӗ. Хăй каланă тăрăх, мессенджерсенчен пӗринче Тӗп Банк сотрудникӗн Игорь Филатовăн ятӗнчен шăнкăравласа унăн шучӗ çинчен закона пăсакан ӗçсем тума укçа куçарнине каланă. Куншăн тӗрмене хупассипе хăратнă.
Çавăнпа мӗн каланине хӗрарăмăн веçех пурнăçламалла иккен. Банкăн мобильлӗ приложенийӗ урлă мӗнле кӗрсе шут çинчи укçана ăçта куçармаллине каласа тăнă вăл. Çапла майпа хӗрарăм 1 800 000 тенкисӗр тăрса та юлнă. Кун хыççăн тин полицие пулăшу ыйтса кайнă... Хальхи вăхăтра çак факт енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă, оперативлă шырав ӗçӗсем пыраççӗ. ТР ШӖМӗн пресс-служби граждансене шулӗксенчен шар курас мар тесен, телефонпа килекен информацие тӗрӗслемеллине, палламан çынсем хуть мӗн каласан та вӗсене укçа куçармалла маррине тепӗр хут аса илтерет.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев