Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта «Шурă сирень» çеçкере

Хусанта XV «Белая сирень» Халăхсен хушшинчи музыка фестивалĕ пырать

 

 Вăл майăн 16-мĕшĕнче Клод Дебюссин «Ноктюрны» пьесипе, Сергей Рахманиновăн фортепианопа оркестр валли çырнă 1№ фа-диез минор концерчĕпе тата  оркестр валли çырнă «Симфонические танцы» произведенийĕпе уçалчĕ. Фестивале тĕнчипе паллă композитора, пианиста Сергей Рахманинова халалласа çулсерен ирттереççĕ. 

Фестивалĕн пĕрремĕш çулĕсенченех паллă пианист Денис Мацуев концертсене хутшăнать. Майăн 24-мĕшĕнче шăпах Александр Сладковский ертсе пыракан ТР Патшалăх академи симфони оркестрĕпе сцена çине тухрĕ вăл, Роберт Шуманăн оркестрпа фортепиано валли çырнă ля минор, 54-мĕш сочиненине каларĕ, дирижерĕ Александр Сладковский.

Яланхи пекех, куракансем виотуоз-пианиста «Браво» кăшкăрса темĕнччен сцена çинчен ямарĕç. Тата икĕ кĕске пьеса каласа савăнтарчĕ куракана. С.Рахманиновăн 1-мĕш симфонине оркестр мĕн тери ăста, илемлĕ каланине сăмахпа ăнлантарма пулать-ши? Калăпăшĕпе çавăн пек пысăк, кăткăс произведение çапла илемлĕ, çăмăллăн калама пултаракан коллектив чăннипех пысăк ăста, маттуррисенчен те маттуртарах. Куракан çакна тивĕçлипе хакласа тахçанччен “Браво” кашкăрса ура çинче алă çупрĕ.

Çитес концерт майăн 27-мĕшĕнче. Музыкăна юратакансен ТР Патшалăх академи симфони оркестрĕпе Даниил Коган сĕрмекупăсçа итлеме май килет. Программăра С. Прокофьевăн «Скифская сюита» сюити,

Бенджамин Бриттенăн сĕрме купăспа оркестр валли çырнă концерчĕ тата  Игорь Стравинскийĕн «Весна священная» балечĕ.

«Белая сирень» фестиваль июнĕн 3-мĕшĕнче вĕçленет. ТР Патшалăх академи симфони оркестрĕпе Анна Цыбулёва фортепиано калать, дирижерĕ Джеми Джан Делиорман. Программăра С. Прокофьевăн  фортепианопа оркестр валли çырнă  3 №  до мажор, соч. 26-мĕш сочинени тата С. Рахманиновăн чи паллă симфонийĕсенчен пĕри  2№ симфони ми минор, 27-мĕш сочинени.

Татьяна Васильева. Автор санÿкерчĕкĕ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Фестиваль