Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Белгород вут-çулăм айӗнче сасăлать

Пӗрлехи суйлав кунӗнче суйлавсем Раççейӗн тӗрлӗ регионӗнче иртеççӗ, çав шутра Белгородра та. Кунта паян хула Канашне депутатсем суйлаççӗ.

Тутарстанăн Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Андрей Кондратьев белгородсемшӗн питӗ пăшăрханнипе вӗсене тӗрев парас шутпа регионăн Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗпе Игорь Лазаревпа видеоçыхăну мелӗпе тӗлпулу йӗркелерӗ.

Андрей Станиславович Тутарстанра Патшалăх Канашӗн VII вулавне депутатсен суйлавӗ хăй еккипе пынине палăртса 12 сехет тӗлне суйлав участокӗсене республикăри 2,9 миллион суйлавçăран 32 проценчӗ килнине пӗлтерчӗ. Çаплах сывлăха пула суйлав участокне килейменнисен 14 сехетчен килтен суйлама май пуррине аса илтерчӗ.

Видеоçыхăнăва тухнă Игорь Лазарев хальхи вăхăтра Белгородра суйлав кампанийӗ калама çук йывăр вăхăтра пынине каласа пачӗ. Неонацистсем паян иртенпех хулана переççӗ иккен. Сиренăсем 5 хутчен янăрасан та Белгородра суйлав участокӗсем иртенпех ӗçлеççӗ, кашнинче 5-6 сăнавçă та хăй тивӗçне пурнăçлать. Игорь Лазарев вӗсен тӗллевӗ суйлава тӗрӗс те уçă кăна мар, хăрушсăр та тăвасси пулни çине пусăм турӗ. Суйлав комиссийӗн пайташӗсене вӗсем аптечкăсемпе тӗрӗс усă курма, убежищесене хăвăрт пытанма тата ытти хăрушсăрлăх йӗркисене те вӗрентнӗ. Чăннипех тӗлӗнмелле хăюллă çынсем ӗçлесе пурăнаççӗ паян Белгородра. Сирена вӗçӗмсӗр янăранине пăхмасăр халăх хăрамасăр суйлава хутшăнать.Игорь Лазарев хăйсен кӳршисемшӗн, чикӗ хӗрринчи регионсемшӗн, уйрăмах Курскшăн питӗ пăшăрханнине каларӗ. 

Тутарстансене суйлава лайăх ирттерме суннă май республика мӗнле аталаннине сăнаса пирӗншӗн савăннине пӗлтерчӗ. Тутарстана, Раççее çакăн пек лару-тăрура тӗрев панăшăн чӗререн тав турӗ. Юлашкинчен хăй сăмахне: «Эпир пурпӗр çӗнтеретпӗр!» — тесе вӗçлерӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Выборы2024