Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Беловкăсем субботник йӗркелесе масарпа çăлкуç таврашне тирпей-илем кӗртнӗ

Иртнӗ шăматкун Аксу районӗнчи Беловкăра пурăнакансем ял масарне тата Шур çăла тирпейлесе хăтлăх кӳртес енӗпе субботник йӗркелесе ирттерчӗç.

Питӗ хастар хутшăнчӗ ял-йыш çак пархатарлă ӗçе. Уйрăмах Алексеевсемпе Александровсен çемйисене чӗререн тав тăватпăр – вӗсем спонсорла пулăшу кӳчӗç. Палăртса хăвармалла, çумăрсем вăйлă çунипе масар çинче ку çул пӗрре мар ӗçлесе тирпейлӗх-хăтлăх кӳме тиврӗ пире.

Çăлкуçа – Шур çăла – 2012 çулта ял-йыш тăрăшнипе тасатнăччӗ. Унтанпа ăна пăхсах тăратпăр. Кăçал çăл патӗнчи беседкăн тăррине юсамалла пулчӗ акă. Хальхи вăхăтра çак ӗçе пурнăçлама укçа пухас ӗç пырать. Ӗçне тытăннă ӗнтӗ, анчах нухрачӗ çителӗксӗррипе хальлӗхе вӗçлеймен-ха.

Кунсăр пуçне Беловкăра пурăнакансем Çӗнӗ Ӳселӗнчи кивӗ масара тирпейлесси пирки те манмаççӗ. Ара, беловкăсем хăй вăхăтӗнче çак ялтан уйрăлса тухнă вӗт, эппин мăн асатте-асаннесем çавăнта канлӗх тупнă. Масар территорине карта тытнă, сăрланă, варрине асăну палăкӗ лартнă.

Ял-йыша хастарлăхшăн, пӗрле тунă пархатарлă ӗçшӗн чӗререн тав!

Сергей УЛАНОВ.

Беловка.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев