Библиотекăра йӗркеленӗ мероприятире ачасен юратнă çыравçи пирки калаçрăмăр
Январӗн 22-мӗшӗнче совет ача-пăча çыравçи, сценарист, прозаик, журналист, çар корреспонденчӗ Аркадий Гайдар çуралнăранпа 120 çул çитрӗ.
Ача-пăча литературине Гайдарăн хайлавӗсемсӗр ăса илме çук – ара, ачасем кăмăлланă мӗн чухлӗ сăнар калăпланă-çке вăл. Хăйӗн кӗнекисенче Аркадий Гайдар пурнăç хаклăхӗ, ыркăмăллăх, тивӗç, чыс пирки каласа парать, Тăван çӗршыва юратма, ăна хӳтӗлеме вӗрентет.
Паллă çыравçăн юбилейне халалласа Наратлă ялӗн библиотекинче «Аркадий Гайдарăн сатур ачисем» литература каçӗ ирттертӗмӗр. Унта ялти тӗп шкулта вӗренекенсем хутшăнчӗç.
Библиотекарь ачасене çыравçăн пурнăçӗпе, пултарулăхӗпе паллаштарчӗ. Аркадий Гайдар кӗске ӗмӗрлӗ пулнă, анчах вăл питӗ интереслӗ пурнăç пурăнса ирттернӗ. Çыравçă 16 çулта чухнех полк ертсе пынине, унăн чăн хушамачӗ Голиков пулнине, Гайдар псевдоним ăçтан тупăннине пӗлме ачасене çав тери интереслӗ пулчӗ.
Вӗренекенсем çавăн пекех Аркадий Петровичăн кӗнекисем еплерех çурални пирки те пӗлчӗç, хăйсем вуласа тухнă хайлавсем пирки шухăшӗсене пӗлтерчӗç. Литература каçне хутшăнакансем А.Гайдарăн произведенийӗсем тăрăх ӳкернӗ «Чук и Гек», «Тимур и его команда», «Голубая чашка» фильмсен сыпăкӗсене пăхрӗç. Юлашкинчен «Гайдар тата унăн команди» темăпа хатӗрленӗ кӗнеке куравӗпе паллашрӗç.
Татьяна ДМИТРИЕВА,
Наратлă ялӗн библиотекарӗ.
Пӗкӗлме районӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев