Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

БИЗНЕСА ПУЛĂШУСĂР ХĂВАРМӖÇ

​Предпринимательсем суту-илӳ шайӗ палăрмаллах чакнине, çухатусем аванах сисӗннине пӗлтернӗ

Октябрӗн 30 – ноябрӗн 7-мӗшӗсенче республикăра коронавирус активлă сарăлнине пула чарусем кӗртрӗç. Предприятисемпе организацисем, социаллă учрежденисем мӗнлерех режимра ӗçлесси пирки Правительство постановлени хатӗрленӗ. Ытти регионсемпе танлаштарсан, Тутарстанри чарусем самай çемçерех. Локдаун та пулмасть. Суту-илӳ центрӗсене, обществăлла апатлану предприятийӗсене QR-кодпа кӗртесси октябрӗн 11-мӗшӗнчех пуçланчӗ-ха. Халӗ 150 тăваткал метртан пысăкрах суту-илӳ лавккисене те унсăр кӗртмеççӗ.

QR-код айăплă

Çак лару-тăру пуринчен ытла пӗчӗк тата вăтам предприниматель (МСП) субъекчӗсене шухăшлаттарать. Ӗçлемесӗр тăрсан вӗсем самай тупăш çухатаççӗ-çке. ТР экономика министрӗн çумӗ Рустем Сибгатуллин журналистсемпе тӗл пулсан бизнеса хушма пулăшупа тивӗçтерме палăртнине пӗлтерчӗ. Предпринимательсенчен хӗрӳ линипе, ыйтăм ирттерсе, çырусемпе çитнӗ ыйтăвӗсем тăрăх пулăшу мерисене йышăннă. Çыхăну каналӗсемпе пурӗ 540 обращени килнӗ. Çырусен ытларах пайӗ суту-илӳпе ӗçлекенсенчен. Вӗсенчен çуррин бизнесӗ суту-илӳ центрӗсенче вырнаçнă. Çынсене QR-кодпа кăна кӗртнине пула центрсем пушă. Респондентсенчен 47 проценчӗ суту-илӳ шайӗ палăрмаллах чакнине, çухатусем аванах сисӗннине пӗлтернӗ.

Пуринчен ытла бизнесменсене чарусем мӗн вăхăта пыни интереслентерет. Сибгатуллин чару режимӗ санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвӗ лайăхланиччен тытăнса тăрассине​ пӗлтерчӗ. «Вакцинаци тата коллективлă иммунитет еплерех хăвăртлăхпа пурнăçланса пынинчен килет ку», – терӗ министр çумӗ.

Предпринимательсенчен 63 проценчӗ палăртнă тăрăх, вакцинаци енӗпе пӗр проблема та çук. Вакцинаци кăтартăвӗ 81-100 процентпа танлашнă.

Мӗн кирлӗ бизнесмена?

Рустем Сибгатуллин палăртнă тăрăх, чи кирлӗ мерăсен шутӗнче финанс инструменчӗсем. Предпринимательсем льготăллă кредит, микрозаймсем, субсидисем тата маларах илнӗ кредитсене реструктуризацилеме ыйтаççӗ.

РФ Тӗп Банкӗ ку тӗллевпе кредит, микрофинанс организацийӗсене МСП субъекчӗсене пулăшас тӗллевпе маларах илнӗ кредитсене реструктуризацилеме, вăхăтлă тӳлейменшӗн штрафпа пенисем хумалла марри пирки çыру янă.

«Йышăннă мера кредит, микрофинанс, микрозайм​ организацийӗсене пурне те пырса тивет. Çав шутра Экономика министерствине пăхăнса тăракан Предпринимательсене пулăшассипе фонда та. Ку енӗпе ыйту пулсан фондăн 8(843) 524-90-90 хӗрӳ телефон линийӗпе шăнкăравлама пулать», – терӗ спикер.

Ку çулăн сентябрьпе октябрь уйăхӗсенче кредит тӳлевне хупмалла пулнă-тăк, анчах тупăш çуккине кура финанс йывăрлăхне кӗрсе ӳкнисене РФ Правительствин йышăнăвӗпе кредит вăхăтне тата 6 уйăха тăснă.

Ӗç коллективне упраса хăварсан кăна

Министр çумӗ пӗлтернӗ тăрăх, шар курнă отрасльсенчи пӗчӗк тата вăтам предприятисене МРОТ шайӗнче грант парассине, ФОТ 3.0 (ӗç укçи тӳлевӗн фончӗ) программине çӗнӗрен хута янă. Пулăшу мерисен федераллă программине кӗмен, анчах пандеми вăхăтӗнче пысăк çухату тӳснӗ МСП субъекчӗсене пӗр процентлă микрозайм парасси те пурнăçланса пырать. Ăна Предпринимательсене пулăшассипе фонд пурнăçласа пырать. Микрозайм калăпăшӗ 300 пинрен пуçласа 1 миллион тенкӗпе танлашать. Анчах ăна пӗр условие пурнăçласан çеç​ параççӗ: ӗç вырăнӗсене 90 процент таран упраса хăварсан. Кредит вăхăчӗ 3 уйăхран пуçласа 24 уйăхчен. Вăхăтлă парса татаймасан парăмран тухма тата 6 уйăх параççӗ.

Пӗр процентлă микрозайм программи ноябрӗн 1-мӗшӗнче пуçланать те декабрӗн 31-мӗшӗччен тăсăлать. Енчен те санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвӗ йӗркеленмесен программа вăхăтне тăсма та пултараççӗ 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев