Благовещени соборӗн музейӗнче сăнӳкерчӗксен куравӗ уçăлнă
Хусанти Кремль территорийӗнчи Благовещени соборӗн музейӗнче «Материнская любовь» сăнӳкерчӗксен куравӗ ӗçлеме пуçланă. Экспозицие сывлăх енчен çирӗп мар (ОВЗ) ачасемпе çул çитменнисен тунă сăнӳкерчӗксем кӗнӗ. Кун пирки «Татар-информ» агентство пӗлтерет.
«Перемена» ăс-хакăл тата пултарулăх аталанăвӗн центрӗ йӗркеленӗ курссенче ачасем сăнӳкерчӗксем тума вӗреннӗ. Профессиллӗ фотограф Анастасия Берсанова ертсе пынипе вӗсем пӗрремӗш хут камерăна алла илнӗ, кадр тума, çутăпа ӗçлеме тата ӳкерчӗксене компьютерпа усă курса лайăхлатма вӗреннӗ.
Курава «Перемена» центрăн ӗçченӗсемпе воспитанникӗсем тата Преподобнăй Серафим Саровский прихучӗ çумӗнчи вырсарни шкулӗн педагогӗсемпе вӗренекенӗсем хатӗрленӗ.
Фотокурава Президент гранчӗсен фончӗ пулăшнипе йӗркеленӗ. Ăна февралӗн 12-мӗшӗнчен пуçласа мартăн 15-мӗшӗччен çитсе курма пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев