Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Больницăсем электронлă медицина карточкисем çине куçаççӗ

Медицина учрежденийӗсем электронлă карточкăсем çине куçма пуçланине, пӗтӗм документаци «Электронное здравоохранение» платформа урлă тухнине ТР Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтерет.

Хальхи вăхăтра тӗп улшӑнусене ӗҫе кӗртнӗ пулсан та программăна хатӗрлекенсем системӑна малалла оптимизацилеҫҫӗ.

2024 çул хушшинче Тутарстан больницăсенче 50 миллиона яхăн  электронлă документ регистрациленӗ.  

РФ Сывлăх сыхлав министерствин даннăйӗсем тăрăх 2024 «Здравоохранение» наци проекчӗн ултӑ тӗп кӑтартӑвне те Тутарстанра пӗрлехи цифра контурне йӗркелемелли пайра планпа килӗшӳллӗн тата вӑхӑтра пурнӑҫланӑ. Хальхи вӑхӑтра республика регионти информаци тытӑмне пӗтӗм Раҫҫейри информаци тытӑмне интеграцилессипе ҫыхӑннӑ требованисене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Здравоохранение