Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

БРИКС çӗршывӗсен университечӗ

Çакăн пек университет уçни вӗрентӳ шайне самай çӳле çӗклет

 


Пӗлтӗр Хусанти Фешин ячӗллӗ ӳнер училищинче креативлă индустрин шкулӗ ӗçлеме пуçларӗ. 12-17 çулсенчи пултаруллă ачасем кӗске вăхăтрах хăйсене ӗçре кăтартма пултарчӗç — «Казань» журналти ӗçтешӗмӗрсем вӗсен креативлă ӳкерчӗкӗсене номертен номере журнал хуплашки çине кăларчӗç. 


Халӗ Хусанта БРИКС çӗршывӗсен креативлă индустрисен университетне туса хурасси пирки шухăш çӳрет. Тутарстанăн тӗп хулин мэрӗ кун пирки Стартегилле пуçарусен агентствипе, РФ Вӗрентӳ тата наука министерствипе калаçусем пыни çинчен пӗлтернӗ.

Ильсур Метшин шучӗпе çакăн пек университет уçни вӗрентӳ шайне самай çӳле çӗклет. Çӗршывсем студентсемпе те, преподавательсемпе те улшăннă пулӗччӗç. Паллах, ку БРИКСа кӗрекен патшалăхсене ăста специалистсем хатӗрлеме май парӗччӗ.
 Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество