Брус туянас тесе 82 пин тенкисӗр юлнă
Анат Камăра пӗр хӗрарăм интернет-площадкăсенчен пӗринче брус туянас тесе пӗлтерӳре кăтартнă «сутуçăпа» çыхăннă. Хак пирки калаçма меллӗрех тесе мессенджера куçма сӗнсен вăл иккӗленмен те.
50 процентне маларах тӳлесен строительство материалне июнӗн 7-мӗшӗнче кӳрсе пама хатӗр-мӗн «сутуçă». Хӗрарăм шанса шучӗ çине 80 пин тенкӗ куçарнă. Паллă ӗнтӗ, июнӗн 7-мӗшӗнче ун патне нимӗнле машина та килмен. Шăнкăравласан «сутуçă» хакăн тепӗр пайне те куçарма ыйтсан, ултавçăсен аллине лекнине ăнланса хӗрарăм полицие кайнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев