Bулакансемпе пӗрле ялта пурăнакан тыл ӗçченӗ В.Ф.Урмаева патне çитсе килтӗмӗр
Çармăсри библиотекăра час-часах тӗрлӗ мероприяти ирттеретпӗр. Акă, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунне халалласа «Хӗрарăма юратса» кӗнеке куравӗ йӗркелерӗмӗр, литературăпа историри паллă хӗрарăмсен сăнарӗсене уçса пама тăрăшрăмăр.
Курава тăратнă кӗнекесем тӗрлӗ саманара пурăннă паллă хӗрарăмсен кун-çулӗнчи çӗнӗ фактсемпе паллашма май пачӗç. Тӗслӗхрен, Екатерина Великая, Анна Ахматова, Наталья Гончарова пирки пӗлме интереслӗ пулчӗ вулакансене. Хӗрарăмсен шăпи пирки каласа паракан кӗнекесем те самайччӗ куравра. Хамăр çӗршыври тата чикӗ леш енчи ӳнерçӗсен хӗрарăма халалланă картинисен репродукцийӗсемпе те паллашма интереслӗ пулчӗ.
Çавăн пекех «Вăрçă хӗрарăм сăнлă мар» проект шайӗнче «Çынна ăшшăн юратса» калаçу сехечӗ ирттертӗмӗр – вулакансемпе пӗрле ялта пурăнакан тыл ӗçченӗ В.Ф.Урмаева патне çитсе килтӗмӗр. Вера Федоровнăна Хӗрарăмсен кунӗпе саламларăмăр, çирӗп сывлăх сунтăмăр. Вера аппа вара пире вăрçă вăхăтӗнчи пурнăç пирки каласа пачӗ. Ачасем ватă çынна хаваспах итлесе ларчӗç, асăнмалăх пӗчӗк парне парса савăнтарчӗç.
Лидия КАРАЕВА.
Çармăс ялӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев