Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗç ярмарккин регионти тапхăрӗ

Апрелӗн 18-мӗшӗнче Тутарстанра Пӗтӗм Раççейри «Работа России. Время возможностей» ӗç ярмарккин регионти тапхăрӗ тата Профессисен фестивалӗ иртет.

Республикăри хуласемпе районсенче пурӗ 46 площадка ӗçлӗ, унта 500 ӗç паракан 10 пин ытла ӗç вырăнӗ сӗнӗ. «УНИКС» кану тата спорт комплексӗ Хусанта тӗп площадка пулса тăрӗ, унта хулари 80 предприятипе организаци 3 пин ытла ваканси тăратӗ, 10 вӗренӳ заведенийӗ выставкăсемпе презентацисем йӗркелӗ.

Мероприятире ӗç шыракансен регионти организацисен представителӗсемпе куçа-куçăн тӗл пулма май пулать. Ку ӗç условийӗсемпе тата ӗç укçипе çыхăннă ыйтусене вырăнтах татса пама, калаçу иртсе кăмăла каякан ӗç тупма пулăшать. Ӗç паракансем те хăйсен компанийӗсемпе паллаштарма, пултаруллă çӗнӗ ӗçченсем тупма пултарӗç.

Анчах ярмаркка – ӗç тупма пулăшакан май кăна мар. Пыракансене  интереслӗ мастер-классемпе тренингсем кӗтеççӗ, вӗсене иртни професси шайӗнче çӗнӗ çитӗнӳсем тума пулăшӗ. Мероприяти шайӗнче кадрсем хатӗрлесси çинчен каласа паракан пленарлă тата стратегилле сессисем, ӗçпе тивӗçтерекен центрсен тӳлевсӗр вӗрентӳпе пулăшу ӗçӗсем çинчен каласа паракан  консультацисем те пулӗç.

2025 çултан регионти тапхăр шайӗнче ӗç ярмарккисен площадкисенче  пӗрремӗш хут «Профессисен фестивалӗ» иртет. Вăл профориентаци мероприятийӗ пулса тăрать. 

«Пӗлтӗрхи ярмарккăн регионти тапхăрӗ питӗ ăнăçлă иртрӗ: пин-пин çын хăйсене кирлӗ ӗç тупрӗ, 700 ытла çын мастер-классене, семинарсене, тренингсене хутшăнчӗ. Ярмарккăри мероприятисене тӗрлӗ тӗллевлӗ çынсем валли ирттерме палăртнă: хăшӗ ӗç е ӗçлекен тупасшăн, хăшӗ ӗç сферине улăштарасшăн, хăшӗ предприниматель пуласшăн. Эпир кашнине пулăшма хатӗр: студентсене, шкул ачисене тата вӗсен ашшӗ-амăшне, ӗçсӗррисене, аслă шкулсемпе вăтам професси паракан вӗренӳ заведенийӗсенчен вӗренсе тухакансене, ӗç паракансене тата професси улăштарас текенсене. Кăмăл тăвакансене пурне те кӗтетпӗр», – каласа хăварчӗ ТР халăха ӗçпе тивӗçтерекен центрӗн директорӗ Тимур Муллин.

Пӗтӗм Раççейри ӗç ярмаркки – çӗршывӗпех ӗçе чӗнекенсемпе ӗç шыракансене пӗрлештерекен федераци проекчӗ. Унăн регион шайӗнчи тапхăрӗ апрелӗн 18-мӗшӗнче иртет, федераци шайӗнче ăна июнӗн 27-мӗшӗнче ирттерме палăртнă. Кăçал Пӗтӗм Раççейри ӗç ярмаркки «Кадрсем» наци проекчӗн «Ӗç çынни» федераци проекчӗ шайӗнче иртет.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: трудоустройство ярмарка вакансий