Ӗç паттăрлăхӗн çӗнӗ хулисем
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗç паттăрлăхӗн çӗнӗ хулисем

Ӗç паттăрлăхӗн хулин ятне Кукмор, Чистай, Елабугăпа Пӗкӗлме илме пултараççӗ.

Хальхи вăхăтра Чистайпа Кукмор хулисем енӗпе документсем пухнине пӗлтернӗ Тутарстан вице-премьерӗ Лейла Фазлеева. Вăрçă вăхăтӗнче ку хуласене нумай çын эвакуаципе килнӗ. Чистай вара творчествăлла интеллигенцие эвакуацилемелли хула шутланнă. Ку хуласенчи предприятисем фронта çăматăпа, тумпа, апат-çимӗçпе тивӗçтернӗ. Хальхи вăхăтра Ӗç паттăрлăхӗн хулин ятне республикăра Хусанпа Ешӗлвар (2020 тата 2025 çулсем) тивӗçнӗ.


общество

Нет комментариев