Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗç професcийӗ чысра

Февралӗн 12-мӗшӗнче Тутарстанра «Профессионалитет» WorldSkills чемпионатăн регионти ăмăртăвӗсем пуçланчӗç

Февралӗн 12-мӗшӗнче Тутарстанра «Профессионалитет» WorldSkills чемпионатăн регионти ăмăртăвӗсем пуçланчӗç

Тунтикун «Татар-информ» Информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире 
ТР вӗрентӳ министрӗн пӗрремӗш çумӗ Андрей Иванович Поминов, «ТР Профессилле компетенцисен аталанăвӗн центрӗ» АНО генеральнăй директорӗ Эмиль Фидаилевич Губайдуллин, Чемпионатăн металпа ӗçлессинче тӗп эксперчӗ Рамазан Ханифович Авхадиев тата Хусанти энергетика колледжӗн вӗренекенӗ, чемпионата хутшăнакан Денис Волков пулчӗç. 

Професси ăсталăхне халалланă Пӗтӗм Раççейри чемпионат 2023 çулта пӗрремӗш хут иртрӗ. Тӗрӗсрех каласан, 2016 çултанпа Пӗтӗм тӗнчери WorldSkills пыратчӗ, ăнăçлах йӗркелесе ирттернӗ ăна. Унта хутшăнакан çамрăксем те хавхалануллăччӗ, анчах санкцисен тапхăрӗ çӗмӗрсе кӗнӗ хыççăн чылай япала пурнăçран çухалчӗ. Вăл шутра Ӗç проффессийӗсен тӗнче шайӗнчи чемпионачӗ те. 


Апла пулин те ӗçлекенсене хавхалантарма меслет шыраса тупнă — 2023 çулта Пӗтӗм Раççейри професси ăсталăхӗн чемпионатне йӗркеленӗ, унăн шайӗ WorldSkills пекех çӳллӗ. Çакăн тӗп тӗллевӗ — экономикăн тӗрлӗ отрасльне кадрсемпе тивӗçтересси. Чемпионата колледжсем, аслă шкулсем хутшăнаççӗ. Индустри партнерӗсене те хастартарах пулма чӗнеççӗ. Чемпионатăн çӗнӗлӗхӗ — ӗç вырăнӗпе тивӗçтерекен предприятисене вӗрентӳ заведенийӗсемпе çыхăнтарасси, диплом илекен çамрăк специалистсене тӳрех ӗç вырăнӗпе тивӗçтересси тата предприятисенче кадрсем çитсе пыманнине пӗтересси. 
«Профессионалитета» хутшăнакансене çулӗсемпе пăхсан икӗ ушкăна уйăрмалла — 14 çулти, аслăрах шкул ачисем тата колледж, аслă шкул студенчӗсем (çав шутра куçăн мар майпа вӗренекенсем те) февраль-март уйăхӗсенче республикăра суйлав турӗ иртет. Чемпионатăн тытăмӗ виçӗ пайран тăрать: регионсен хушшинчи (май-июнь) суйлав тапхăрӗ; çӳллӗ технологисен чемпионачӗ, ăмăртусем пӗлтӗр Аслă Новгородра (сентябрь) иртнӗ, кăçал та çаплах пулӗ.

Чемпионатăн пӗтӗмлетӗвӗ вара Санкт-Петербургра (ноябрь — декабрь) иртессине йăлана кӗртнӗ теме пулать. Пӗлтӗр професси ăсталăхӗпе иртнӗ чемпионатран Тутарстан 148 медаль илсе килнӗ: 42 ылтăн, 52 кӗмӗл тата 54 бронза. Кăçал та тутарстансем тӗплӗн хатӗрленеççӗ ăмăртăва. 
Патшалăх чемпионата пысăк пулăшу парать, медаль çӗнсе илекенсене укçан преми парса хавхалантарать. Тӗслӗхрен, чемпионатра I вырăн çӗнсе илнине Раççей Федерацийӗ 300 пин тенкӗ укçа парать, II вырăн — 200 пин, III вырăн — 100 пин тенкӗ. Тутарстан Республики хăйӗн бюджетӗнчен çӗнтерӳçӗсене хушса преми парать — I вырăн йышăннисене 150 пин тенкӗ, II — 125 пин, III — 100 пин тенкӗ. 

Кăçал Тутарстанран пӗтӗмпе 6 пин ытла çын хутшăнать (мероприятие йӗркелеме пулăшакан волонтерсемпе пӗрле). Республикăран 2200 вӗренекен регионсен шайӗнче ăмăртӗ. Тутарстанри 22 ял-хулара 87 площадкăра иртет вăл. 303 компетенципе ăсталăхӗсене, пӗлӗвӗсене кăтартаççӗ чемпионата хутшăнакансем: 196 — колледжсемпе аслă шкулсенче вӗренекенсем, 107 — 14 çултисемпе аслăраххисем вăй виçӗç. 

Эмиль Фидаилевич компетенцисем çулран çул улшăнасси çинчен каласа пачӗ. Ку ӗç рынокӗпе тачă çыхăннă. Чемпионат паян кирлӗ, малашлăхра перспективлă профессисем çине пусăм тăвать. «Ӗнерхи кунра» юлнă компетенцисене чемпионата кӗртнин усси. Çавăнпа кăçалхи чемпионатра 11 çӗнӗ компетенци хутшăннинчен тӗлӗнмелле мар.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество