ÇАК ЙĂЛАНА ТУМАСĂР АКАНА ТУХМАН
Элмет районӗнчи Патраклăра авалхи йӗркесене манмаççӗ
Элмет районӗнчи Патраклă ялӗнчи чăвашсен йăла-йӗркипе çыхăннă пӗрремӗш çурхи уявӗ вăл «Ырсем тасатни» (обряд очищения и моление добрым духам).
Макар тăвайкки çумӗпе виçӗ çăл шывӗ (ырсем çăлӗсем) пӗрлешсе ял хушшинчен шăнкăртатса юхса иртет. Виçӗ çăл пӗрлешнӗ вырăна «Ырсем лупашки» теççӗ. Çак чыслă вырăнта Мăнкун иртсен вырсарникун тӗн йăлине ирттереççӗ – «Ырсем тасатаççӗ».
Ăна ирттермесӗр ака-суха ӗçӗ тытăнман. Çак йăлана паянхи кунччен те тытса пыраççӗ-ха ялти аслă çынсем.
Турăран çынсен обществăлла ырлăхне тивӗçтерме, лайăх тырпул çитӗнтерме, ял халăхне тăнăçлăх, пӗтӗм тӗнчери халăхсем килӗштерсе пурăнччăр тесе, пуриншӗн те тасалăх-сывлăх, ытлă-çитлӗ пурнăç ыйтаççӗ çак кӗлӗре:
«Вутӗнчен, кăварӗнчен, шывӗнчен, вăйлă тăвăлӗнчен, пăрӗнчен, тăвăллă çумăрӗнчен, Турă, эс сыхла. Вăхăтлă çумăр пар. Çак çӗр çине акнă тырăсене, шăпăр-шăпăр çумăр пар. Çӗр кăкăрне шăвар. Çӗр кăкăрне шăварса йывăç-курăка хавасланса ӳстер.
Аминь, аминь, аминь.
Усаллине тӳртен тăр, ыррине малалла яр. Кун кунлама кун пар, çул çуллама çул пар, инçе çула кайсан сӗт çулӗпе кайса çу çулӗпе таврăнтар. Çак Патраклă çӗрӗнче пурăнакан халăхсене пурне те тасалăх-сывлăх пар, ачи-пăчине, выльăх-чӗрлӗхне, хур-кăвакалне, чăххи-чӗппине. Пурне те, Турă, тасалăх-сывлăх пар.
Аминь, аминь, аминь.
Усаллине тӳртен тăр, ыррине малалла яр. Çан канне пар, чун канне пар. Выртсан ыйхине пар, тăрсан çăмăллăхне пар. Çак Патраклă çӗрӗнчи халăхсене çăмăллăх парса тăр. Усалӗнчен, тӗселӗнчен, вăрă-хурахӗнчен, вут-кăварӗнчен, путăкӗнчен-шăтăкӗнчен, тайлăк-кӗперӗнчен, хаярӗнчен-синкекӗнчен, начарринчен пурне те эс сыхла.
Аминь, аминь, аминь.
Усаллине тӳртен тăр, ыррине малалла яр. Пӗлни пур, пӗлменни пур, эп калани чăн пултăр, Турă евитле пултăр. Хуш пул та хапăл пул.
Аминь, аминь, аминь».
Людмила САВАСТЬЯНОВА.
Элмет районӗ,
Патраклă.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев