Çак кунсенче республикăра пушара хирӗç уйрăм режим вăя кӗрет
Çӗнӗ хыпарсем

Çак кунсенче республикăра пушара хирӗç уйрăм режим вăя кӗрет

МЧС пӗлтернӗ тăрăх, апрелӗн 17-мӗшӗнчен пуçласа майăн 10-мӗшӗччен Тутарстанра çӳпӗ-çапă, типнӗ курăк çунтарма юрамасть тата шашлык тума

Çакăн çинчен Чрезвычайлă ситуацисене асăрхаттарас тата ликвидацилес тӗлӗшӗпе ӗçлекен комиссин ларăвӗнче Раççей МЧСӗн Тутарстанри Патшалăх управленийӗн надзор ӗçӗ-хӗлӗн управленийӗн начальникӗ Максим Трущин пӗлтернӗ. 
«Кашни районра пушар хуралӗн, вырăнти хăйтытăмлăх органӗсен, ирӗклӗ пушар хуралӗн ӗçченӗсенчен профилактика ушкăнӗсене йӗркеленӗ. 
Çакна пӗлтӗрхи курăкпа çӳпӗ-çапăна вăхăтлă пуçтарассине контрольлеме тата курăка чӗртсе ярасран, çутçанталăк пушарӗсенчен сыхланма, юраман çӗрсенче çӳпӗ-çапă çунтаракансене чарма, пушарсене вăхăтлă асăрхама йӗркеленӗ», – тенӗ вăл.  
Управлени начальникӗн сăмахӗсемпе, патрульсем типӗ курăк тата çӳпӗ-çапă çуннине 93 çӗрте чарма пултарнă. 


Нет комментариев