Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Астивесчӗ тутлă çăкăр

Совет Союзӗнче картлă батон (нарезной батон) мӗншӗн тутлăрах пулнă?


Совет Союзӗнче картлă батон (нарезной батон) мӗншӗн тутлăрах пулнă? 

Совет саманине аа илсен калаçу яланах «çаплаччӗ», «тутлăрахчӗ», «çирӗпрехчӗ» сăмахсемпе вӗçленет Асăрханă-и çакна?
Батон пирки калас-тăк, хăшӗсем ăна çӗнӗ ГОС‎Тсене пăхăннипе тути пăсăлнă теççӗ. Анчах çăкăр пӗçерекенсем хирӗçлеççӗ — стандартсаем пит улшăнман. Рецепчӗ вара чăнах та сисӗнмелле улшăннă иккен. Рынок экономики производительсенчене продукцие хăвăрт хатӗрлме хӗтӗртет, батон пахалăхӗ пит интереслентермест ăна. 
Танлаштарса пăхар-ха. Совет Союзӗнче çăкăр пӗçерекенсем 4 сехете кăвас хунă, чуста хăпарса çитсен çеç ытти ингридиентсене хушнă. Чи кирлӗ компонентсенчен пӗри — ӗне çăвӗнчен тунă маргарин, ăна пула батон сӗт тути каланă. 
Паян чустана куç хупса иличчен çăрса хатӗрлеççӗ, тут кӗртме тӗрлӗ препаратсем хушаççӗ. Ӗне çăвӗнчен тунă маргарин вырăнне йӳнӗ ӳсен-тăран çăвӗ. Çапла майпа тутлă батон пӗçерме пулӗ-и?
Паха çăкăр, кукăль тути кăмака хӗрӗвӗнчен те нумай килет. Совет Союзӗнче газпа хӗрекен кăмакасенче пӗçернӗ, çавăнпа çăкăр пичӗ аппетитлă пулать. 
Мӗн каласан та, чӗркевӗ те батон тути çине витӗм кӳрет. Совет Союзӗнче çăкăра чӗркемен, халь целлофан хутаçа чикеççӗ (хăш чухне сивӗнсе çитессе кӗтмесӗр) . Çакă çăкăр-батон тути çине те, шăрши çине те ырă витӗм кӳмест. 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество