Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çăкăрсăр лармăпăр

Типӗ çанталăка пула республика кăçал пӗлтӗрхинчен 1,7 миллион тонна сахалрах тырă илнӗ пулсан та, Тутарстанра çăкăр пӗçермелӗх те, выльăх тăрантармалăх та çăнăх çителӗклӗ.

«Хамăра кирлӗ чухлӗ тырă пур пирӗн. Пӗлтӗрхи запассене шута илсен кăçал çăкăр пӗçерме, выльăх çитерме çăнăх дефицичӗ пуласси курăнмасть», – терӗ ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров журналистсемпе тӗл пулсан.

 Вăл каланă тăрăх, кăçал республика пурӗ 3,5 миллион тонна тырă пухса кӗртнӗ, пӗлтӗр – 5,2, 2021 çулта 3,1 миллионшар тонна. Кăçалхи тухăç çине çанталăк ытти çулсенхинчен те пысăкрах витӗм панă: çуркунне яланхинчен иртерех килнӗ, калчасем шăтсан вырăн-вырăнпа минус 12 градус таран шăнтнă. Çавна кура 50 пин гектарти кӗрхи тырă пӗтнӗ. Хăш-хăш хуçалăх тепӗр хут акни те питех пулăшман, мӗншӗн тесен май уйăхӗнчен пуçласа кӗркуннечченех нормăран сахал çумăр çурӗ. Кăçалхи çанталăка шута илсе ял хуçалăхӗсем кӗркунне пӗлтӗрхинчен 50 пин гектар ытларах (пӗтӗмпе 550 пин гектара) кӗрхи тырă акса хăварнă. Шел те, калчасенчен 40 проценчӗ савăнмаллиех мар иккен. Чăн та, министр ку енӗпе тӳрех япăх шутлама сӗнмерӗ, мӗншӗн тесен калчасем мӗнле шайра пулни çуркунне кăна татăклăн паллă пулать.

Республика хăйне тырăпа туллин тивӗçтерет, ытлашшине вара сутать. Кăçал ют çӗршывсене эпир 17 миллион долларлăх тырă ăсатнă. Çулталăк пуçланнăранпа пӗтӗмпе 54 çӗршыва 340 миллион долларлăх ял хуçалăх продукцине сутнă, пӗлтӗрхипе танлаштарсан 15 процент нумайрах ку. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество